Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Диспансеризаци витĕр тухмаллах

Чи малтанах диспансеризаци этем пурнăçĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртас килет.

Сывлăхăн хăш ушкăнне кĕртнине кура пациентпа уйрăммăн ĕçлетпĕр. Иккĕмĕш ушкăнрисемпе профилактика тĕлĕшĕпе калаçу йĕркелетпĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнетпĕр. Усал йăларан хăтăлмашкăн вĕрентме те тивет.

Виççĕмĕш ушкăнрисем çинчен вырăнти терапевта пĕлтересси, шала кайнă чирсене шута илесси пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр çын нумай туртать тата ĕçет. Сывлăх хавшанине туймасть пулин те çакă ырри патне илсе çитерменнине пĕлет вăл. Çавăнпах тĕрĕслев витĕр тухас килетех унăн.

Анкета чĕре тата юн тымарĕсен, хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсене, усал шыççа, туберкулеза тупса палăртма май парать. Пациентăн 40 ыйтăва хуравламалла. Диспансеризаци йĕркине хушупа çирĕплетнĕ.

Малтанхи  кăтартусене пăхса диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне палăртаççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче чĕре тата юн тымарĕсен, ÿпкен шала кайнă чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, усал шыçăпа нушаланакансене уйрăм ушкăна кĕртетпĕр. Раççейре çут тĕнчерен уйрăлакансенчен 75 проценчĕ шăпах çак чир-чĕрпе аптăрани паллă.

Диспансеризаци вăхăтĕнче онкологин анлă сарăлнă чирĕсене палăртма май пур. 2015 çулта тĕп больницăри тĕрĕслев вăхăтĕнче 27 çыннăн усал шыçă аталанма пуçланни çирĕпленнĕ.

Кăçалхи 7,5 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать: 2504 çын тĕрĕсленнĕ, вĕсенчен 9 çын сахăр  диабечĕпе, юн пусăмĕ виçерен иртнипе - 103 çын, стенокардипе 4 çын чирленине тупса палăртнă.

Инфекципе çыхăнман шала кайнă чирсем çак сăлтавсене пула та аталанаççĕ:

- рациона пăхăнмасăр апатланни - 1168 çын /46,6 процент/;

- юн пусăмĕ виçерен пысăкки - 1218 çын /48,6 процент/;

- сахал хускални - 257 çын /10,2 процент/;

- туртни - 36 çын  /1,4 процент/

- самăрланни - 1247 çын /49,8 процент/;

- эрех ытлашши ĕçни - 33 çын /1,3 процент/;

- юнри глюкоза шайĕ ÿсни – 505 çын /20,1 процент/.

Поликлиникăра кашни эрнерех сывлăх шкулĕ ĕçлет. Унта чĕре, хырăмлăх шыççи, бронх астми, сахăр диабечĕ, табак туртма пăрахасси, кун-çула вăрăмлатасси çинчен калаçусем йĕркелеççĕ. Графикпе килĕшÿллĕн кашни специалист уйăхне 2-4 урок ирттерет. Сывлăх шкулĕсем 13-мĕш кабинетра 13 сехетрен пуçласа 14 сехетчен иртеççĕ.

Кăçал диспансеризаци витĕр 1995, 1992, 1989, 1986,1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941,1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917 çулсенче çуралнă çынсем тухаççĕ.

Виçĕ çулта пĕрре диспансеризаци витĕр тухни тĕрлĕ чире вăхăтра тупма пулăшĕ, ăна аталанма памĕ. Çавăнпа та тĕрĕслеве кашни çыннăн хутшăнмалла. Кирек камшăн та сывлăхран хакли нимĕн те çук.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ.



"Елчĕк Ен"
27 августа 2016
13:43
Поделиться