Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паллă кунсем, юбилейсем

Çурла, 19

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, 2 тата 3 степень Мухтав орденĕсене, çар медалĕсене, Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Владимир Николаевич Можаев /Патреккел/ çуралнăранпа - 90 çул.

«Хисеп Палли» ордена, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале, «Пысăк сăвăм мастерĕ» паллăна тивĕçнĕ Фекла Александровна Сапожникова /Энтепе/ çуралнăранпа - 80 çул.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ экономисчĕ Зинаида Дмитриевна Карамаликова /Çирĕклĕ Шăхаль/ çуралнăранпа - 65 çул.

Çурла, 21

Хими наукисен кандидачĕ Анатолий Петрович Сидоров /Лаш Таяпа/ çуралнăранпа - 60 çул.

Çурла, 26

Латви Художникĕсен союзĕн членĕ Борис Пименович Моисеев /Ĕнел/ çуралнăранпа - 70 çул.

Çурла, 29

Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ Николай  Лукьянович Григорьев /Кивĕ Эйпеç/ çуралнăранпа - 65 çул.

Çурла, 31

Раççей   Журналисчĕсен союзĕн членĕ, «2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хастар хутшăннăшăн» медале, Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Светлана Анатольевна Архипова /Тÿскел/ çуралнăранпа – 50 çул.

А.ПЕТРОВ /Кушкă/ пухса хатĕрленĕ.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2016
13:56
Поделиться