Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Техника яланах юсавлă пултăр

 

   Кăçалхи августăн 31-мĕшĕччен пыракан "Трактор" операци вăхăтĕнче Гостехнадзор инспекцийĕпе ГИБДД сотрудникĕсем Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче пулнă, 32 механизатора тĕрĕсленĕ, 10 çынна административлă майпа явап тыттарнă.

   Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче тракторсемпе прицепсене тĕрĕсленĕ. Чылай механизатор техника хатĕрĕсене юсавлă, тивĕçлĕ шайра тытса пырать- вĕсемпе усă курнă чухне çынсен пурнăçĕпе пурлăх хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшаççĕ, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухаççĕ, регистрацилеççĕ. Шел, техника хатĕрĕсем çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнисем те тĕл пулаççĕ. Хăш-пĕр тракторсемпе прицепсем çинче çутта каялла тавăракан хатĕрсем çук, çутă сигнализацийĕ йĕркеллĕ ĕçлемест, çавăн пекех прицепсене сыхламалли сăнчăрсемпе тивĕçтермен тĕслĕхсем те пур. Куллен кирлĕ медицина аптечки, огнетушитель, авари паллисем çуккине мĕнле ăнлантармалла? Çакă ертỹçĕсемпе механизаторсем яваплăха туйманнине палăртмасть-ши?

   Техника хатĕрне патшалăх енчен регистрациленине, ăна патшалăх техника тĕрĕслевне ĕнентерекен, техника хатĕрĕпе çỹреме ирĕк паракан документсене çула тухас е ĕçе пуçăнас умĕн хăйĕнпе пĕрле илмен механизаторсем те тĕл пулчĕç.

   Çутçанталăка варалакансем те пур _ тракторсен двигателĕсенчен çу, дизель топливи юхать. Çавăнпа манас марччĕ _ çакă вут-çулăм тухас хăрушлăха та ỹстерет.

   Ĕçе пуçăнма юсавсăр техникăна ирĕк панăшăн пĕр ертỹçĕне штрафлама тиврĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене тепĕр хут асăрхаттарасшăн: юсавлă техникăна кăна ĕçе явăçтармалла, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, регистрацилемелле, механизаторсене эксплуатаци докуменчĕсене памалла. Кивĕ техника пур-тăк, вĕсене инспекцинче шутран кăлармалла.

   Вырма вĕçленсе пырать пулин те, çакă тимлĕхе çухатмалла тенине пĕлтермест. Тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсем çинче иккĕрен кая мар огнетушитель, 40 литр шыв, хăйăр, çавăн пекех икĕ тимĕр, пĕр йывăç кĕреçе, кĕççе кашма та кирлине манас марччĕ.

А.СОЛОВЬЕВ, патшалăх техника асăрхавĕн

районти инспекцийĕн ертỹçи.

А.КАРЛИН.

Сăнỹкерчĕкре: А.Соловьев Каркаларти

В.Орлов механизатор докуменчĕсене

тĕрĕслет.



"Елчĕк Ен"
17 августа 2016
09:10
Поделиться