Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ултă кандидата регистрациленĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас кăмăллисенчен июлĕн 29-мĕшĕнче заявлени йышăнма чарăннă.  Комсомольски /унта Елчĕк районĕ те кĕрет/ пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕ тăрăх августăн 2-мĕшĕнче çак кандидатсене регистрациленĕ:

Александр Михайлович ВАСИЛЬЕВА, ăна Пĕтĕм Раççейри «КОММУНИСТИЧЕСКАЯ ПАРТИЯ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. Вăл 1961 çулта çуралнă, пуçламăш техника профессийĕн пĕлĕвне илнĕ, Канаш хулинче пурăнать, санитар-водительте ĕçлет.

Юрий Алексеевич ПОПОВА, ăна Пĕтĕм Раççейри «ЕДИНАЯ РОССИЯ» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. 1961 çулта çуралнă, аслă пĕлÿллĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Кÿкеç поселокĕнче пурăнать.

Саккунпа килĕшÿллĕн палăртнă вăхăтчен /июлĕн 29-мĕшĕнчи 18 сехетчен/ документсене туллин тăратманнине пула «Российская партия пенсионеров» политика партийĕн регионти уйрăмĕ сĕннĕ Николай Алексеевич МИХЕЕВА тата «Чувашское региональное отделение политической партии «ПАТРИОТЫ РОССИИ» суйлав пĕрлешĕвĕ сĕннĕ Владислав Дмитриевич СОЛДАТОВА Комсомольски территори суйлав комиссийĕ регистрацилемен.

Комсомольски пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕ тăрăх августăн 5-мĕшĕнче çак кандидатсене регистрациленĕ:

Николай Аркадьевич КАШИРИНА, ăна Раççейри «Политическая партия ЛДПР- Либерально-демократическая партия России» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. Вăл 1972 çулта çуралнă, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿллĕ, Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче пурăнать, А.Н.Никифоров уйрăм предпринимателĕн суту-илÿ центрĕн администраторĕ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ ăна çавăн пекех Комсомольски пĕр мандатлă суйлав округ тăрăх партин 1-мĕш списокне те кĕртнĕ.

Валерян Никандрович ТЕПЛОВА, ăна «Региональное отделение Политической партии СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ в Чувашской Республике» суйлав пĕрлешĕвĕ сĕннĕ. 1949 çулта çуралнă, аслă пĕлÿллĕ, пенсионер, Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнче пурăнать. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ ăна та Комсомольски пĕр мандатлă суйлав округ тăрăх партин 1-мĕш списокне кĕртнĕ.

Елена Николаевна СУДЯКОВĂНА, ăна «Российская объединенная демократическая партия» политика партийĕн уйрăмĕ сĕннĕ. 1973 çулта çуралнă, аслă пĕлÿллĕ, вăхăтлăха ĕçлемест, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче пурăнать.

Александр Васильевич ТИХОНОВА, кандидатурине вăл хăй тăратнă. 1968 çулта çуралнă, аслă пĕлÿллĕ, Комсомольски тĕп район больницин шăл тухтăрĕ, Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнать.

Çапла вара Комсомольски пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕ тăрăх сĕннĕ сакăр кандидатран улттăшне регистрациленĕ, вĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулассишĕн пыракан суйлава хутшăнĕç.

Комсомольски тĕп суйлав комиссийĕ. 



"Елчĕк Ен"
10 августа 2016
14:31
Поделиться