Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕркесĕрлĕхе асăрхама пĕлмелле

Кăçалхи çур çулта, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, районта регистрациленĕ преступленисен шучĕ 6,1 процент ÿснĕ - 52-е çитнĕ.

Преступленисенчен ытларах пайĕ çынна пусахлассипе, ют пурлăха вăрлассипе /16-шар тĕслĕх/ çыхăннă. Шел пулин те, кăçал район территорийĕнче çынна вĕлернĕ тĕслĕх те пулчĕ. Çакă, паллах, малашне право сыхлавĕн органĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатма хистет.

Полицин профессионализмне хаклакан кăтарту вăл - преступленисене уçса парасси. Кăçалхи çур çулта регистрациленĕ преступленисен 97,8 процентне уçса панă. Шыравпа следстви мероприятийĕсене вăхăтлă та пахалăхлă ирттернине пула Н. айăпне тупса çирĕплетме май килчĕ. Çавăн пекех А. шульăк пулнине çирĕплетсе панă. Ульяновск облаçĕнчен килнĕ «гастролерсем» те автомашина вăрланине тупса палăртнă. Çак преступленисене тĕпченĕ чухне полици ĕçченĕсен хăйсен ăсталăхне чăннипех кăтартрĕç.

Полицейскисем тăванĕсемпе çыхăну çухатнă пĕр çынна, шыраври 4 преступника тупса палăртнă. Çапах та кунта ĕçлемелли сахал мар - 2 преступникпа тăванĕсемпе çыхăну çухатнă 2 çынна шыраса тупас тĕллев тăрать.

Саккунсене пăсакансен йышĕнче ĕçлемен, маларах судпа айăпланнă, эрех-сăрапа иртĕхекен çынсем ытларах пулни шухăшлаттарать. Çавăнпа ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ те паллă -кăçалхи 6 уйăхра ĕçлемен çынсем, çул çитмен ачасем тунă преступленисене чакарма май килчĕ.

Лайăххипе пĕрле начарри те юнашар. Отчетлă тапхăрта çаратасси /11 тĕслĕх/, автомашина вăрласси /1 тĕслĕх/, хурахла тапăну, çынна вĕлересси ÿсрĕ. Обществăлла вырăнсенче, урамсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем те йышланчĕç.

Йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тесен, видеокамерăсем вырнаçтарассипе, профилактика ĕçĕсене анлăлатассипе ытларах ĕçлемелле. Право йĕркисене пăсакансене çул çук.

И.МИХАЙЛОВ,
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» 
уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕ.



"Елчĕк Ен"
10 августа 2016
14:43
Поделиться