Шкулĕсем лайăх, ачисем сахал
Çуллахи кану вăхăчĕ пулин те çурла уйăхĕ вĕренÿ учрежденийĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр. Шкулсемпе ача сачĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе юсав-тирпей ĕçĕсем ирттереççĕ. Районта ку тĕлĕшпе чылайранпа ырă йăла çирĕпленнĕ: район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăй кашни шкул пурнăçĕпе тĕплĕн кăсăкланать, туса çитереймен ĕçсемпе, çĕнĕлĕхсемпе кăна мар, педагогсен ĕçлес кăмăл-туйăмĕпе те интересленет. Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Сергеева района ертсе пыракансем вырăна тухса шкул ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕренех Елчĕксен, кÿршĕ районсемпе танлаштарсан, вĕренÿ учрежденийĕсенче йĕркелĕх хуçаланнине палăртать. Районта хальлĕхе 11 шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр.
Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах Елчĕкри «Солнышко» ача сачĕпе паллашрĕ. Ир-ирех хĕвел хытă хĕртнĕрен ачасем шала кĕресшĕн мар, урамра сулхăн вырăн тупнă та музыкăпа тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Н.Степанова заведующи кăçал тунă çĕнĕлĕхсене кăмăллăн кăтартса çÿрерĕ. Ача сачĕ çулсерен капăрланса пырать, ача-пăча валли теттесем те çителĕклĕ. Аслă, вăтам ушкăнсенче кăçал çĕнĕ чÿрече каррисем çакнă. Урам енчи чÿрече рамисене сăрланă. Коллективри çичĕ воспитатель тата музыка ертÿçи хăйсен ĕçне юратни сисĕнет, шăпăрлансемпе выляттарнă, занятисем ирттернĕ, калаçнă май вĕсен пит-куçĕ çутални курăнать. Мĕн чухлĕ ăшпиллĕх кирлĕ шăпăрлансене пурнăçăн малтанхи утăмĕсене вĕрентме! Кăçал кунта çÿренĕ 32 ача шкул алăкне уçĕ. Вĕсен вырăнне пĕчĕккисем килсе пыраççĕ. Путевкăсене валеçсе пĕтермен-ха. Пилĕк ушкăна 83 ача çÿрĕ.
Пепкесене тутлă та паха апат çитерекен поварсене кăçал çĕнĕ савăт-сапапа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех сĕтелсене çĕнетнĕ.
Елчĕкри искусство шкулĕн класĕсене, акт залне, картлашккасене сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Кунта çуллен 174 ача хушма пĕлÿ илме ăнтăлать. Пултаруллă ачасен тавра курăмне ÿстерес, анлăлатас тесе юрлама, халăх инструменчĕсемпе калама, ÿкерме тата ташлама вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра шăпах заявленисем йышăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне уйрăмах çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хореографи класĕ пуласси интереслентерет. Хăйĕн ĕçне чунне паракан С.Карамаликова хореограф декретлă отпускра пулнă пирки ашшĕ-амăшĕн ачисене ташлаттарма пăрахтарас килмест. К.Васильева директор пăшăрханма кирлĕ маррине çирĕплетрĕ. Çĕнĕ преподаватель ĕçлеме килессине пĕлтерчĕ.
Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать. Кунта спортзала хальхи вăхăт ыйтнă пек условисенче тăвас тесе тĕпрен юсаççĕ, ăшă туалетсем тăваççĕ, умывальниксемпе душ пÿлĕмĕсем вырнаçтараççĕ. 40 çул ытла юсав курмасăр юхăннă Аслă Таяпа шкулне ертсе пыма Владимир Малова шаннă. Владимир Владимирович чылай çул ертсе пынă Чăваш Тăрăм шкулне ача йышĕ пĕчĕк пулнăран хупма тивнĕ. Тăпăл-тăпăл шкул хăтлăхĕпе, илемĕпе, тирпейлĕхĕпе тыткăнлатчĕ. Столовăйĕ те пуянччĕ. Аслă Таяпа шкулĕ, икĕ хутлă, пысăк та кирпĕч çурт пулсан та, хăтлăхĕпе, ăшăлăхĕпе савăнтараймасть. Çĕнĕ тĕс кĕртме тăрăшнă классенче те темĕн çитмест. Столовăйĕнче те йĕрке çук. Сĕтел-пукан, савăт-сапа кивелнĕ. Кун пек çитменлĕхсене курман çĕнĕ директорăн шкул ачасемшĕн чăннипех те юратнă иккĕмĕш килĕ пултăр тесен çанă тавăрса тăрăшмалли пайтах. Пĕр тесен В.Малов шкул ертÿçин тилхепине алла илни пĕр уйăх кăна-ха, çак тапхăрта та сахал мар ĕçсем туса ирттерни куç умĕнче. Çумăр анакан котельнăй тăррине юсанă. Çĕмĕрĕлнĕ, çĕрĕшнĕ 45 чÿречен кантăкĕсене улăштарнă. Халĕ республика уйăрса панă 880 пин тенкĕпе спортзала çĕнетеççĕ. Эпир пынă чухне О.Горбунова, Н.Синицына, А.Сайкин маччана шурă сăн кĕртетчĕç. Шкулта «Стройэнергосервис» сахал яваплă юлташлăх ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Строительство ĕçĕсем вăраха тăсăлмĕç тесе сăмах парать А.Нягин директор.
Çывăх кунсенче коридора линолиум сарма палăртаççĕ. Алăксене улăштармалли те сахал мар. Çавăн пекех шкул çулне çитмен ачасене йышăнмалли пÿлĕмсем те хатĕр мар. Хальлĕхе хăшĕ, калăпăр, якатмалли, япала çумалли пÿлĕмсем, ăçта пулассине те пĕлмеççĕ, санитарипе гигиена правилисене пăхăнман тĕслĕхсем пайтах. Шалти юсав ĕçĕсене вĕçлĕç-ха, анчах шкул тăррине темле сапласан та шыв юхтарас хăрушлăх тухса тăратех.
72 ача вĕренме килмелле шкула. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ - пĕрремĕш класа.
Тĕмер шкулĕнче 44 ача пĕлÿ тĕнчинче туптанĕ. Пĕрремĕш класа килекенсем - саккăррăн. Пĕчĕккисен ушкăнне çÿрекенсем - 17. Шăпăрлансене урамра вылямалли площадкăсем, «грибок» та пулин, çук.
Классене сăрланă, стенасене шуратнă, анчах пур çĕрте те çутă та илемлĕ тесе калаймăн. Спортзалта та тирпей-илем кĕртмелли нумай. Хĕрачасене салтăнса тумланмалли пÿлĕме склада çавăрнă.
Кĕçĕн Таяпари, Таяпа Энтринчи шкулсенче тĕрĕслев ушкăнне кĕтни тÿрех сисĕнчĕ, учительсем пурте харпăр хăй класĕсенче. Кăçал хăйсен вăйĕпе çĕнни мĕн тунине кăтартас, каласа парас килетех, паллах. Ку вăл çапла пулмалла та. Хăш-пĕр шкулсенче вара классенче педагогсене тĕл пулаймарăмăр, пĕринче вара «ывăннă» учительсем коридорти сак çинчен те хăпайманни курăнчĕ.
Кĕçĕн Таяпара 44 ача, пĕрремĕшне пĕр ача вĕренме килессине палăртнă. Çутă та илемлĕ классенче вĕренме условисем çителĕклĕ. Кăçал классенчи светильниксене улăштарнă. Ача сачĕн пепкисене валли туса лартнă çĕнĕ площадкăна илемлĕ сăрланăран пĕчĕккисем шкула килесссишĕн ăнтăлаççĕ. Шкулти музей те хăй патне йыхравлать. Пĕчĕк çеç пÿлĕмре мĕн кăна çук? А.Иванова педагог пĕлтернĕ тăрăх, музейре сăпкари «ача» та йĕрет.
Спортзала кĕрсен вара чун савăнать. М.Скворцов физкультурник пĕлтĕр çĕнетнĕ спортзала тирпейлĕ тытса тăрать. Кунта ачасен ÿт-пĕвне пиçĕхтермелли мĕнле кăна инвентарь çук? Хăшĕ-пĕрне Михаил Петрович хăй ăсталанă. Спорт инвентарĕсене тирпейлĕ упрани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йĕлтĕрĕсем кăррипе çакăнса тăраççĕ, ботинкăсем типĕтмелли хатĕрсене те вырăнлă вырнаçтарнă.
Таяпа Энтринчи шкул яланах илемлĕхĕпе тыткăнланă. Класĕсем те ыттисенчен çутăрах та хитререх, хăтлăрах. Учительсем илеме лайăх ăнланни сисĕнет. Кашни класс хăйне евĕрлĕ илемлĕ. Садик ачисене вылямалли площадкăра вара канма питĕ меллĕ. Спортзал та тирпейлĕ. Коллектив кăçал ушкăнпа кар тăрса çĕнĕ тĕс кĕртнĕ ăна.
Пĕчĕккисен ушкăнĕнче те илемлĕ те çутă. Ялти çамрăк ашшĕ-амăшĕ пепкине Елчĕке яма тăнă, анчах шкулти ача садне килсе кунти юмах тĕнчине курсан шухăшне улăштарнă. Чăннипех те илемлĕ пÿлĕмсем. Хăйсен аллипе ÿкернĕ сип-симĕс йывăçсем, карта алăксем... Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Анатолий Спиридонов шкула парнеленĕ ÿкерчĕксенчен пĕрре те кая мар.
Патреккел шкулĕнче 131 ача вĕренет. Районти чи чаплă, вĕр-çĕнĕ шкул ачасен сассипе тулсан камăн кăмăлĕ çĕкленмĕ? Пысăк çуртра та куллен пĕр пăта çапмасан юхăнма пултарать тесе авалхи чăвашсем тĕрĕс каланă. Çавăнпах пуррине упрас тесе тăрăшни курăнать.
Хальхи вăхăтра Патреккелĕнчи спортзалта хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Кĕçĕн классен учителĕсем штукатур-маляр профессине алла илнĕ тейĕн, тăрăшса стенасене сăрлаççĕ. «Вертикаль» сахал яваплăх юлташлăх ĕçченĕсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Республика уйăрса панă 888 пин тенкĕне тĕллевлĕ усă кураççĕ. Ăшă туалетсем, душ пÿлĕмĕсем хатĕр. «Илем» ача садĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, çапах столовăйĕнче кăлтăксем тупăнчĕç.
Юсаса çĕнетнĕ шкулсенче ачасем тулли кăмăлпа пĕлÿ илесси иккĕлентермест. Çакна палăртмасăр иртес мар: Тĕмерти, Аслă Таяпари шкулсенче хими, биологи учителĕсен вакансийĕ пур. Апла пулсан çак шкулсенче çамрăк педагогсене кĕтеççĕ.
Роспотребнадзор, пушар асăрхавĕн, шалти ĕçсен пайĕн, газ участокĕн ĕçченĕсем хăйсен участокĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕç, кăлтăксемпе çитменлĕхсене пĕтермелли майсене палăртрĕç.
В.КИРИЛЛОВА.