РФ Пенси фончĕн хыпарĕсем
Интернет урлă татса параççĕ
Халĕ федерацин амăшĕн капиталĕпе çыхăннă ыйтусене Интернет урлă татса пама пулать.
Калаçу ытларах электронлă виçĕ пулăшу парасси пирки пырать - амăшĕн капиталĕн сертификатне илесси тата унпа усă курасси, пĕр хутчен паракан 25 пин тенкĕ тÿлеве илесси.
Паян амăшĕн капиталĕн сертификатне илес тесе 11 амăшĕ электронлă формăпа заявлени çырнă. Вĕсенчен 9-шĕ - пĕр хутчен паракан 25 пин тенкĕлĕх тÿлеве илме, пĕрер хĕрарăм - амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тата унăн укçи-тенкипе усă курма.
2007 çултанпа районти иккĕ е ытларах ачаллă 1146 çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ, 946 çемье укçа-тенкĕпе усă курнă. Районти ачаллă çемьесене патшалăх 230 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă. Паян амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать.
Ĕçе тухрăн – пĕлтер
Инвалиднăçшăн тата тăрантаракан çуккипе пенси илекен вĕренекенсемпе студентсем, çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçе вырнаçсан, ун çинчен РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайне пĕлтермелле.
Ĕçе тухрăн пулсан çав уйăхрах хăв ĕçе вырнаçнине пĕлтермелле, унсăрăн пенси çумне паракан социаллă хушма тÿлеве тавăрса памалла пулать. Ĕçлеме пăрахсан ăна çĕнĕрен пама ыйтмалла.
Паян районта 48 пенсионера социаллă хушма тÿлев пама чарăннă. Ытларах вĕсем тăрантаракан вилнипе пенси илекенсем.
Федерацин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн социаллă хушма тÿлеве ĕçлемен пенсионерсене, вĕсен тупăшĕ, пенси тата уйăхсерен паракан тÿлев, пенсионерăн пурăнмалли виçинчен пĕчĕкрех пулсан тÿлеççĕ. Унăн виçине Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн кашни çул çирĕплетеççĕ. Кăçал вăл 7391 тенкĕпе танлашать.
Паян пенси çумне хушса паракан тÿлеве çул çитмен 196 çамрăк илет. Хушма тÿлевĕн уйăхри виçи - 1481 тенкĕ.
80 çултан иртнисене тата пĕрремĕш ушкăнри инвалидсене пăхакан çынсем ĕçе вырнаçсан та вĕсен çакăн çинчен пĕлтермелле. Саккунпа çак тÿлеве ĕçлемен çынсене параççĕ. Çавăнпа та çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçлесен хушма тÿлев тÿленмест.
Пĕрлехи порталпа усă кураççĕ
Районти çынсем пенсие тухнă чухне ытларах Интернетпа усă кураççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа пенси шутлама паракан заявленисенчен 35 проценчĕ «Гражданинăн уйрăм кабинечĕ» е патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕ урлă килнĕ.
Интернет урлах пенсие мĕнле майсемпе илсе тăрассине палăртма пулать: банк е почта урлă.