Уйра - комбайнсем
«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче ăнса пулнă тыр-пула пĕр тăкакасăр пуçтарса кĕртес тесе кашни хресчен çанă тавăрса тăрăшать. Хуçалăхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1158 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле.
Хуçалăхри комбайнерсем Владимир Анисимов, Валерий Андреев, Вячеслав Капламов, пĕринчен тепри опытлăскерсем, штурвал умĕнче вун-вун çул лараканскерсем, хăйсен яваплăхне туйса шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсем тĕш тырă çапса тĕшĕлеççĕ. Михаил Андреев, Владимир Васильев комбайнерсем, аслисенчен пĕрре те кая юлманскерсем, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулаççĕ. Ăнса пулнă çĕнĕ тырра Н.Головин, А.Васильев, Н.Головин, Г.Николаев, В.Хардов водительсем турттараççĕ.
Хуçалăх ертÿçи Г.Федоров маларах аса илнĕ кашни ĕçчен хăйсен тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçласса шанать. Вĕсене пысăк ĕç - çĕр-аннемĕр çинче ăнса пулнă çăкăра пуçтарса кĕртме шаннă.
Сăнÿкерчĕксенче: В.Капламов комбайнер. Вăл 1992 çултанпа «уй-хир карапĕн» штурвалĕ умĕнче. Иртнĕ çул «Хуçалăхри чи лайăх комбайнер» ята тивĕçнĕ.