Хаваслă та усăллă каннă
Çуллахи каникула ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шутлă кунсем хăвăрт шунăран каникулăн иккĕмĕш уйăхĕ те вĕçленсе пырать.
Шкул ачисем çĕртме уйăхне питĕ усăллă ирттерчĕç. Районти 16 вĕренÿ заведенийĕнче ачасен канăвне тивĕçлипе йĕркелес тĕллевпе шкулсем çумĕнче лагерьсем ĕçлерĕç. 705 вĕренекен 21 кун хушши хаваслă та усăллă канчĕ. Лагерьсене ытларах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, инвалид, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем çÿрерĕç. Пĕр ачана апатлантарма кунсерен 81 тенкĕ уйăрнă.
Ачасем кунта вăхăтлă апат çинĕ кăна мар, тĕрлĕ экскурсие çÿренĕ, вăйăсем вылянă, спортпа туслашнă. Çакăншăн ашшĕ-амăшĕ кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.
Лагерьсем кун йĕркине пăхăнса ĕçленĕ. Ирхине сакăр сехет çурăран пуçласа кăнтăрла иртни икĕ сехет çурăра ачасем хăйсен сывлăхне пур енлĕн çирĕплетнĕ. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн лагерьсен пурнăçĕ кĕрлесе тăнă.
Юлашкинчен лагере çÿрекен ачасем хушшинче спартакиада иртнĕ. Унта спортăн тĕрлĕ тĕсĕсем кĕнĕ. Ăмăртусенче вăй виçнĕ хыççăн пĕрремĕш вырăна Патреккел шкулĕ йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем - Курнавăшсемпе Кушкăсем.
«Елчĕк енĕн тĕлĕнтермĕш çĕрĕ» проекта пурнăçласа лагерьте канакан ачасем районăн паллă вырăнĕсенче экскурсире пулнă, походсене кайнă.
Кира Быкова, Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ:
- Эпĕ шкулти лагере пуçласа кайрăм. Кунта çĕнĕ тус-тантăшсем тупрăм. Вĕсемпе тĕрлĕ вăйăсем выляни, похода кайни уйрăмах килĕшрĕ.
Диана Московская, Патреккел шкулĕн вĕренекенĕ:
- Чăннипех те шкул çумĕнчи лагерьте питĕ лайăхчĕ. Вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Юлташсемпе выляса-кулни, спорт вăййисенче тупăшни темрен те паха. Пирĕн шкул район чысне хÿтĕлесе республикăри спартакиадăна хутшăнчĕ. «Хаваслă ачасем» сывату лагерĕнчи ачасем шкул çумĕнчи лагерьсенче канакан ачасен спартакиадинче лайăххисен йышне кĕчĕç.
Каникул малалла тăсăлать. Вĕренекенсем ăна ашшĕ-амăшĕпе, аслисемпе юнашар тулли кăмăлпа, лайăх ирттерччĕр.
Э.СМИРНОВА,
ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ.