Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Умра - хĕрÿ тапхăр

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулас текен кандидатсенчен документсене йышăнассине вĕçленĕ.

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче - хăй тĕллĕн тăратакан, 13-мĕшĕнче парти сĕнекен кандидатсен докуменчĕсене йышăнма пăрахнă. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, республикăри икĕ округран - 37-мĕш Канаш тата 38-мĕш Шупашкар округĕсенчен - РФ Патшалăх Думин суйлавне тăхăр кандидата регистрациленĕ. Çиччĕшĕ - хăйсене хăйсем сĕннипе, иккĕшĕ - РЛДП партирен. 37-мĕш Канаш округĕнчен иккĕн - икĕ Аксаков - суйлав марафонĕнчен тухса ÿкнĕ. Пĕри - хăй ирĕкĕпе, теприн темиçе çул каялла йывăр преступлени тунăран 2019 çулччен нихăш шайри суйлава та хутшăнма ирĕк çук.

Республикăра авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ те иртет. ТСК председателĕ палăртнă тăрăх,  22 çын парти списокĕпе, 22 çын пĕр мандатлă округпа суйлава хутшăнать. Хальхи вăхăтра пĕр мандатлă икĕ округпа 40 çын хăйсен кандидатурине тăратнă. Хальлĕхе тĕп партисем хăйсен çыннисене сĕнмен.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2016
14:24
Поделиться