Иксĕлми вăй-хал, чун-чĕре ăшши
Кивĕ Арланкассинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Васильевич Богданов çулталăкăн илемлĕ тапхăрĕнче - çырла пиçнĕ вăхăтра - Питрав уявĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çутçанталăк, ашшĕпе амăшĕ ăна вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, ырă кăмăл-туйăм, сатурлăх парнеленĕ.
Пурĕ 46 çул, шкулта биологи, хими учителĕ, завуч, директор пулса ĕçленĕ Николай Васильевич хăйĕн чун-чĕри ăшшине Аслă Пăла тăрăхĕнчи çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас, вĕсене тăван çĕршыва юратма, тăван тавралăха упрама хăнăхтарас, ĕçчен пулма, ырăпа усала уйăрса илме вĕрентсе воспитани парас ĕçе янă.
Н.В.Богдановпа сăмах пуçарма кăмăллă. Чун-чĕрин ăшшине ыттисем патне çитерме пултаракан çак çынра иксĕлми вăй-хал тапса тăрать. Хальхинче те вăл пире тараватлăн йышăнчĕ, ăшпиллĕ калаçу пуçартăмăр.
- Николай Васильевич, ĕмĕрлĕх шăпана Кивĕ Арланкасси ялĕпе çыхăнтарнине, эсир кунта çуралнă пулин те, мĕнпе сăлтавланă пулăттăр?
- Кивĕ Арланкасси ялĕ, Аслă Пăла тăрăхĕ - манăн тăван çĕршывăм. Кун-çулăма çуралнă тăван кĕтес ытамĕнче, ялйыш хушшинче ирттерме пÿрнĕшĕн шăпана тав тăватăп. Çулсем сисĕнмесĕр ытла хăвăрт шыв пек юхса иртни çакăн пирки тата ытларах шухăшлама хистет. Вăхăтĕнче мана Елчĕке те, Шупашкара та пĕр хутчен анчах мар ĕçлеме чĕннĕ. Кунти çĕр сĕткенĕпе ÿссе çитĕнни тăван тăрăхран уйрăлма памарĕ. Аттепе анне килĕ маншăн чи хакли, чи сăваплă вырăн шутланать.
Çемьере эпир пĕр тăвансем улттăн ÿссе çитĕннĕ. Эпĕ - кĕçĕнни. Атте Аттелĕхĕн Аслă вăрçине тухса кайнă. Çĕпĕр дивизийĕнче çапăçнă, Мускава фашистсенчен хÿтĕленĕ. 1942 çулхи хура кĕркунне Сталинград патĕнчи йывăр çапăçура унăн пурнăçĕ татăлнă. Пире, ултă ачине, анне хăрах çуначĕ айĕнче пĕчченех çитĕнтернĕ. Апла пулин те йывăрлăх умĕнче пуçне усман, пурсăмăра та тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшрĕ, таса чун-чĕреллĕ пулма, çынна хисеплеме вĕрентсе ÿстерчĕ. Анне ялан: «Ырă тунине нихăçан та ан манăр, çынсене яланах пулăшма васкăр», - тесе ăс паратчĕ.
- Аçăр, Василий Семенович, вăрçа тухса кайнă чухне эсир 5 çулхи ача анчах пулнă.
- Эпĕ - вăрçă ачи, атте чĕрçи çинче сиксе ÿсеймерĕм. Вăл паттăр салтак пулнă, Тăван çĕршывшăн тăшманпа çапăçса пуçне хунă. Атте тăнăç пурнăçпа пурăнса та курайман. Граждан вăрçинче хĕрлисен енчи çапăçусене хутшăннă. Ун хыççăн çĕнĕ пурнăç тăвас, Совет влаçне çирĕплетес тесе вăй хунă. Вăл хăйĕн çынлăхне, чысне упрама пĕлнĕ. Çынри çак ырă енсене пире те упрама хушса хăварнă.
- Эсир çар службинче виçĕ çул тăнă. Çак тапхăр мĕнпе асра юлнă?
- Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн 1955-1958 çулсенче Туркестан Çар округĕнче ПВО корпус штабĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçларăм. 1958 çулта Ливан çĕршывĕнче реакциллĕ вăйсем пăлхав пуçларĕç. Пирĕн çар округĕ шăпах çак пăлхава путарма пулăшрĕ, Ливан правительствине интернационалла пулăшу пачĕ. Мана та унта хутшăнма тÿр килнĕ.
Обществăлла ĕçсене те таса кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Çар чаçĕнчи комсомол организацийĕн бюро членне суйланма тивĕçлĕ пултăм. Ташкент хулинчи Ленин районĕнчи ВЛКСМ комитечĕпе, «Шарк Юлдузн» колхозри комсомол организацийĕпе тачă çыхăну тытаттăм. Çав çулсенче кунти колхоза виçĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçлĕ пулнă Хамранул Турсуннулов ертсе пыратчĕ. Вăл Узбекистанра анчах мар, çĕршывĕпех ятлă-сумлă çын пулнă. Вăл пире, çамрăксене, вĕрентсе ырă сĕнÿ-канаш пани асра тăрса юлнă. Хамранул Турсуннулов хăй Туркестан çĕршывĕнче совет влаçне çирĕплетме, басмачсен бандине тĕп тума хутшăнни çинчен пире каласа кăтартатчĕ. Çав тапхăрта вăл паллă çар полководецăн С.Буденныйăн адъютанчĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1957 çулта СССР Верховнăй Совечĕн суйлавĕ иртрĕ. Çак суйлавра пирĕн çар чаçĕ депутат пулма Узбек ССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председательне Шараф Рашидович Рашидова кандидата тăратнине ырласа йышăнчĕ. Суйлава эпĕ Ш.Р.Рашидовăн шаннă çынни пулса хутшăнтăм.
- Сире, 46 çул çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшнă çынна, хальхи вăхăтра ку енĕпе мĕнле ыйтусем ытларах пăшăрхантараççĕ?
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Пурте çыншăн, çын телейĕшĕн», - тенине тĕпе хуратăп. Вăл: «...Телейлĕ пурнăçпа кăмăллă пулас тесен кашни çыннăн хăй ыттисене кирлине туйса тăмалла. Унăн хăтлă кил-çурт, тивĕçлĕ ĕç укçи пулмалла, вăл лайăх медицина пулăшăвĕпе усă курма пултартăр тата хăйĕн ачисен малашлăхĕ ырă пуласса шанмалла», - тени питĕ вырăнлă. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен ыррине упрамалла, çĕнĕлле шутламалла, пултаруллă ĕçлемелле.
Кулленхи пурнăçри рынок экономикин аталанăвĕнчи тĕрлĕрен пăтăрмахсем тымарланса пыни пăшăрхантарать. Массăллă информаци хатĕрĕсем пысăк укçана рекламăланине сивлетĕп. Вăл этем ăс-тăнне наркăмăш евĕр сиен кÿрет. Уйрăмах çамрăк ăрăва пурнăçа кирлĕ пек хаклама чăрмантарать. Совет влаçĕ пуç пулнă тапхăрта чиркĕве патшалăхран уйăрни çынсен чунлăхне хавшатса çитерчĕ. Кĕвĕçÿ, пĕр-пĕрне курайманлăх вăй илнĕ тапхăрта айăпсăр çынсем лагерьсенче шар курнă. Ялсенче хресчен хуçалăхĕсене аркатса колхозсем йĕркеленĕ тапхăрта Павлик Морозов, Хрисан Степанов пионерсен сăнарĕсем урлă ачасене ашшĕ-амăшĕнчен, çывăх тăванĕсемпе хурăнташĕсенчен пистернĕ тĕслĕхсем сахал мар пулнă.
Паянхи кун халăх чиркĕве çывăхланни – пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çакă çынсене ырă туйăмпа пĕтĕçтерет. Чиркÿ халăхăн ырă енĕсене упраса хăварма, пурнăçлама чĕнет, пирĕн чăн пуянлăха - ыррине, лайăххине ăса хывма, вăй парса ĕçлеме хистет.
Чăвашсен ырă йăла-йĕрке нумай. «Йăх тымарне типме ан пар», - тенĕ асаттесем. Кашни йĕркеллĕ çын хăйĕн тăванĕсене асра тытать, вĕсен ырă йăлисене аталантарса пырать. Ку енĕпе юлашки çулсенче Кушкăри шкулти учительсем хăйсен вĕренекенĕсемпе пĕрле нумай кирлĕ ĕç туса ирттернине палăртсах калатăп. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Васильевна Веникова ертсе пынипе ачасем уроксенче тата класс тулашĕнчи занятисенче хăйсен çичĕ сыпăк таранчченхи тăванĕсен кун-çулне тишкереççĕ, вĕсен ырă енĕсене палăртаççĕ. Вĕрентекен ырă çемьесен йăли-йĕркине пропагандăлас ĕçе ялсенчи клубсемпе библиотекăсен ĕçченĕсене те явăçтарать. Кушкă шкулне ачасем çывăхри 7 ялтан вĕренме çÿреççĕ. Галина Васильевна вĕренекенсене тĕн уявĕсенче чиркÿсенче пулса аслашшĕсемпе асламăшĕсене, тăванĕсене сума суса Турăшсен умĕнче çурта çутса асăнма, вĕсен ячĕпе ырă ĕçсем тума вĕрентет, хăнăхтарать.
Чăваш халăхĕн кун-çулне тĕпчесе унăн ырă йăла-йĕркине сыхласа хăварас тĕллевпе Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ, Мускаври славян культурисен патшалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанта ĕçлесе пурăнакан Владимир Николаевич Иванов ученăй-тĕпчевçĕ, наукăлла монографи кĕнекисен авторĕ нумай пархатарлă ĕç пурнăçлать. Çак пархатарлă ĕçе вăл ашшĕнчен, Тăрмăшри вăтам шкулта биологипе географи предмечĕсене ертсе пынă Николай Ивановичран вĕренсе юлнă. Николай Иванов шкулти сăнав участокĕнче ачасене улма-çырла çитĕнтерме хăнăхтарнă, унпа пĕрлех, хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле йăх-тымар, ял историне тĕпченĕ.
Ачасенче патриотла туйăма аталантарасси - пысăк пĕлтерĕшлĕ, сăваплă ĕç. Ачана сăпкара сиктернĕ вăхăтрах хăйне пурнăç панă амăшне хисеплеме вĕрентмелле. Шупашкарта, Атăл шывĕпе тулнă залив хĕрринче Аннесене сума суса лартнă палăк çине: «Ывăлăмсемпе хĕрĕмсем! Хĕвел ăшшиллĕ çĕр -Анне çинче Турă панă пурнăçпа пурăннă чухне этем чысне упрама пиллетĕп сире», - тесе çырса хунă. Аннене, хĕрарăма сума сумалли çинчен поэтсемпе писательсем те сахал мар сăвă-юрă кĕвĕленĕ. Амăшĕсене юратса ÿсекен çамрăксем хăйсен малашлăхĕнче çак туйăма тăван ял, тăван çĕршыв пурнăçĕнче палăртаççĕ.
- Эсир, Николай Васильевич, тĕрлĕ çул çÿревсене тухса çÿреме кăмăллатăр. Нумаях пулмасть Израиль çĕршывĕнче Иерусалимра, Грецире Таса Афон тăвĕсем çинче пулса куртăр. Унтан мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнтăр?
- Чун пуянлăхĕ, çыннăн таса туйăмĕсем тăтăшах аталанса пымалла.
Мĕн авалтан кашни йĕркеллĕ çын Таса Иерусалим хулине, Таса Афон тăвĕ çине çитсе курма тăрăшнă. Тавах Турра, Вăл пулăшнипе эпир çак вырăнсене çемйипех çитсе курма пултартăмăр.
Иерусалим - Иисус Христос Туррăмăр пурăннă вырăн. Унтанпа 19 ĕмĕр иртнĕ пулин те кунти кашни кĕтес, кашни вырăн - Иордан шывĕ, Гефсимани сачĕ, Вифлием, Назарет, ытти хуласем, мăнастирсемпе чиркÿсем Христос Туррăмăрпа унăн вĕренекенĕсен сăнарĕсене, ĕçĕсене аса илтереççĕ.
Грецири Таса Афон тăвĕ - Турă Амăшĕ Таса Хĕр Мария суйласа илнĕ вырăн. Нихăçан асран тухмалла мар çак вырăнсенче пулса курни чĕрере ырă туйăмсем çуратать, çунат хушать.
- Хăвăра епле туятăр? Телейпе пуянлăха епле хаклатăр?
- Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. Пурнăç алăкне сакăрвунă çул шаккарĕ пулин те ватăлма вăхăт çук. Кашни çĕнĕ куна Турă парни вырăнне хурса кĕтсе илетĕп. Пуянлăхпа телее ĕмĕр тăршшĕпе юнашар пулма шăпа пÿрнĕ мăшăрăмра, хĕрĕмпе ывăлăмсенче, мăнукăмсенче, тăвансемпе тусăмсенче куратăп.
- Николай Васильевич, Эсир «Елчĕк ен» хаçатăн ялти хастар корреспонденчĕ те. Çавна май сирĕнпе сăмах пуçарма, пушшех, кăмăллă пулчĕ. Редакци коллективĕ ячĕпе сумлă юбилей ячĕпе саламланине йышăнсамăр.
- Тавтапуç, саламшăн, мана манманшăн, хисеп тунăшăн. Хăвăра та çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ĕçре ăнăçусем сунатăп.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.
ВĔРЕНТЕКЕН
Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкассинче пурăнакан хисеплĕрен те хисеплĕ Николай Васильевич БОГДАНОВ учителе - 80 çул тултарнă ятпа
Пĕтĕм пурнăç _ халăх умĕнче.
Пĕтĕм пурнăç - халăхшăн, çĕршывшăн...
Эсĕ пур та - çутăрах тĕнче,
Эп сана паян чунтан мухтасшăн.
Çын хыçне нихçан та пытанман
Куçунтан инкек-синкек пăхсассăн.
Эс ялан васканă пулăшма -
Пулăшу санран çынсем ыйтсассăн.
Ачасемшĕн панă пĕтĕмпех,
Пĕлнĕрен: пуласлăх çук вĕсемсĕр.
Ачасем чечексемпе пĕрех -
Пăхмалла ялан, куçа илмесĕр.
Ачасем чечексемпе пĕрех -
Мĕн тери вĕсем черченкĕ, çепĕç!
Вĕсенчен хакли çук тĕнчере!
Пурнăç Вучахне вĕсем сÿнтермĕç!..
Утса тухнă çулшăн намăс мар.
Пур пин-пин сăлтав мăнаçланмашкăн.
Пур-ха кăмăлу сан пурăнма,
Малашне те çăлтăр пек çунмашкăн.
Вĕрентме такам та пултарать,
Пулаймасть Вĕрентекен пур çын та.
Кур - мĕн чухлĕ çын сана савать!
Куншăн эпĕ питĕ савăнатăп.
Пĕтĕм пурнăç - халăх умĕнче...
Эс паян та халăхшăн пурнатăн.
Эсĕ пур та - çутăрах тĕнче,
Эп сан умăнта пуçа таятăп.
Валери ТУРКАЙ,
Чăваш халăх поэчĕ