Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Документсене - электрон майĕпе

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен документсене электрон майĕпе çеç йышăнаççĕ.

Нумай функциллĕ центрсем Федерацин патшалăх регистраци, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн патшалăх пулăшăвĕсене - патшалăх енчен куçман пурлăха тата унпа усă курнине регистрацилес, кадастр учетне илес тата вĕсем пирки тĕрлĕ сведени парас енĕпе документсене хут çинче çырнисене те йышăннă. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вара йĕрке улшăннă: Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен хут çине çырнă заявленисемпе документсене йышăнма пăрахнă. Маларах асăннă пулăшусене пама ыйтнисене патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен электрон майĕпе çеç йышăнаççĕ. Уйрăм çынсенчен тата ытти организацисенчен документсене йышăнасси маларах  палăртнă йĕркепех иртет.

Л.ВИКТОРОВА,
районти нумай функциллĕ центр директорĕ.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2016
14:30
Поделиться