Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи лайăх страхователе палăртнă

«Агрофирма «Слава картофелю - Яльчики» ООО «2015 çулхи чи лайăх страхователь» диплома тивĕçнĕ.

Раççей Пенси фончĕ çĕнте-рÿçĕсене палăртнă чухне обязательнăй пенси тата медицина страхованине взноссене туллин, вăхăтлă куçарнине, отчетсене электрон технологийĕсене усă курса тăратнине шута илнĕ. Çавăн пекех комисси ĕçлекенсенчен çăхавсем çуккине, вăтам ĕç укçи регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçен шайне тивĕçтернине те шута илнĕ.

Пĕтĕм Раççейри конкурса Чăваш Енрен 17,5 пин организаципе предприниматель хутшăннă, вĕсенчен 16-шĕ çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Диплома Раççей Пенси фончĕн Патăрьел районĕнчи управленийĕн ертÿçи Галина Синеева панă.

Конкурс улттăмĕш çул иртнĕ.

З.ЯКОВЛЕВА.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2016
14:33
Поделиться