Чăн пуянлăх - ачасемпе мăнуксем
16 июля 2016 г.
Унпа, Антонина Васильевнапа, пĕрремĕш хут çур ĕмĕр каялла тĕл пулнăччĕ. Халăх судйи пулнă Теффик Галямовран интервью илнĕ вăхăтра пире симпыл пек тутлă чей ĕçтерчĕ.
- Сирĕн пулăшаканăр питех те йăрă, кăмăллă хĕрарăм пулмалла, - терĕм пуçлăха хăналанăшăн тав туса.
- Тĕрĕсех, - йышăнчĕ сăмаха яланах виçсе калаçакан Теффик Галлямович. - Вăл манăн секретарь-пулăшуçă кăна мар, халăх заседателĕ те. Çавăнпа вăл саккунсене те лайăх пĕлет...
Унтанпа темиçе теçетке çул иртнĕ ĕнтĕ. Пурнăçĕ те, самани те, çыннисем те палламалла мар улшăнчĕç. Хам та тахçанах ватăсен шутĕнче. Апла пулин те редакци сотрудникĕсем ĕлĕкрех çичĕ çул ытла редакторта тăрăшнă Александр Миллинăн мăшăрĕ, шăпах Антонина Васильевна çинчен çырма ыйтсан, пĕр иккĕленмесĕрех килĕшрĕм. Ара, хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче /аллăрах туртса илчĕ ăна пиртен хаяр вилĕм/ самай калавсемпе кĕнеке кăларнă, Мускав хаçачĕсенче те пичетленнĕ ĕçтешĕн пурнăç таянăшĕ тăхăр теçетке тултарнă та!
Патреккелĕнчи чи хитре çуртсенчен пĕрин картиш алăкне уçнă-уçманах кил хуçи хăй, яланхи ырă та ăшă йăл куллипе умма тухса тăчĕ: «Ырă сунса кĕтетпĕр!» унăн çулне кура мар уçă сассине илтрĕм, вашаватлăхне асăрхарăм та тÿрех тĕртсе илтĕм: «Маттур, тепĕр çамрăкраххи те сире çитеймĕ!»
- Мухтав Турра! - пулчĕ хуравĕ. - Кайăк-кĕшĕке апат пама тухнăччĕ те...
Çапла, чиперех çÿрет, пĕрле пурăнакан Борис ывăлĕпе кинне вăй çитнĕ таран пулăшма та тăрăшать ялпа район халăхĕ умĕнче ятлă-сумлă тăватă ачапа вĕсен мăшăрĕсен амăшĕ тата вуннă ытла мăнукĕн асламăшĕ.
Çамрăклăхĕ пирки аса илме ыйтсан, Тоня аппа пĕр шутламасăрах «ытти пин-пин вăрçă ачинни пекех» тесе кĕскен пĕлтерчĕ. Анчах, хăй те сиссе ĕлкĕреймерĕ пулас, сăмаха малалла тăсрĕ: «Пире, тепĕр юлташпа пĕрле, район пуçлăхĕсем яла /вăл ун чух Ĕнел хĕрĕ пулнă-ха/ пырсах вăрçă çулĕсенчи хастар ĕçшĕн кăкăр çине медаль çакса, пуçа - хитререн те хитре тутăр çыхтарса янăччĕ. Эпир, çирĕмри хĕрсем, чи малтисем пулса çав чыспа хисепе тивĕçнĕччĕ пулас. Куçăмсенчен хурлăхпа савăнăç куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Атте фронтра тăшмана хирĕç çапăçса паттăррăн пуç хуни, хамăн, нумай ачаллă çемьери аслă хĕрĕн, кĕçĕннисене пăхма, тăрантарма-усрама тивни куç умне тухрĕ. Çав вăхăтрах, уй-хир ĕçĕнче звеньевой, бригадира пулăшаканĕ пулма шанни аса килчĕ те...»
Темле йывăр пулсан та пултаруллă хĕр лайăх паллăсемпе вăтам шкул пĕтерме тÿсĕмлĕх çитерет. Çавăн хыççăн виçĕ çул прокуратурăра, унтан аллă çула яхăн /пенсие тухсан тата вунтăхăр çул!/ халăх сучĕн секретарĕнче ĕçлет. Вăл вăхăтра /иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче/ ĕçлĕ хутсемпе тата çынпа ăстан хутшăнса ыйтусене туллин татса паракансем сайрарах пулнă пулĕ çав. Халăх тăхăр хутчен суд заседателĕ пулма суйлани те унăн яваплăхне темиçе хут ÿстернĕ. Ара, вăл сăпайлă, çав хушăрах хăюллă та çивĕчскер, ыйтусене татса панă, айăпа кĕни пирки йышăну тунă чухне судьяпа танах праваллă пулнă-çке.
- Пĕррехинче ялти ĕçкĕллĕ хĕрарăм пирки приговор йышăннă чух хамăн шухăша уйрăмах çине тăрса палăртма тиврĕ, - каласа парать Антонина Васильевна. - Ÿсĕрскер пĕчĕк ачине ури вĕçне пăрахнă та хăй çывăрса кайнă. Лешĕ витĕнкĕч айĕнче сывлăш çитменнипе вилнĕ... Паян та çав ĕçе аса илсен çÿç-пуç вирелле тăрать. Тÿсеймерĕм, чул чĕреллĕ, чунсăр хĕрарăма ун чухнехи чи йывăр статья тăрăх айăплама çине тăтăм. Тепĕр заседательпе судья манпа килĕшни эпĕ чăннипех те çирĕп ыйтма пултарнине çирĕплетрĕ.
- Паллă ĕнтĕ, яланах темле ĕçлĕ документпа çыхăннă, яваплă обществăлла ĕç пурнăçланă пулсан та секретарь укçипе кăна пурнăç тытма пĕрре те çăмăл пулман. Мăшăрăр, хаçат редакторĕ пулнă Александр Георгиевич йывăр чире пула ĕмĕрлĕхе куçне хупнă вăхăтра, виçĕ ачăр аслă шкулта, кĕçĕнни ялта вĕреннĕ чухне кашни пуса шутласа тăкаклама тивнĕ пулĕ?
- Çавна пула килте ĕне, ытти выльăх нумай усранипе кăна çырлахман. «Победа» колхозран сысна çурисем илсе ÿстерсе пани те пулнă. Юрать-ха, ачасем хăйсем пĕрре те ÿркенместчĕç. Аслисем каникул вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте тар тăкса /строительство отрядĕнче тата ытти те/ самаях укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ, кĕçĕнни, уроксем тăвассине каçа хăварса, шкултан таврăнсанах ĕçе пикеннĕ.
Маларах, мăшăрпа иксĕмĕр те куллен ĕçе çÿренĕ чухне, виçĕ ачана пăхма асламăшне хăвараттăмăр. Вăл çулсенче ялта мар, район центрĕнче те ясли-сад пулман пулĕ. Тепĕр тесен, пĕчĕкскерсене туртса çÿреме хальхи меллĕ урапана тĕлĕкре те курман. Мачча каштинчен çакса янă пушăт сăпка вĕсемшĕн чи канлĕ вырăнччĕ ĕнтĕ.
Кил-çурчĕ те... Хальхи пек ирĕклĕ пÿлĕмсем мĕн иккенне чухламан та. Хамăр пÿрт лартсан тĕп килтен пиллĕкĕн уйрăлса тухрăмăр.
- Вăрçă хыççăнхи çулсем пĕрре те çăмăл килмен ĕнтĕ.
- Мирлĕ вăхăтра та шухăшсăр пурăнайман. Володя ывăлăм Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Китай чиккинче службăра тăнă чух Дамански утравĕнчи хирĕçÿсен тапхăрне лекрĕ. Ун чухне çырусем эрни-эрнипе çÿренĕрен радиохыпарлава «Мĕнле-ши? Пурте йĕркеллĕ-ши?» ыйтусемпе тĕмсĕлсе итлеттĕмĕр. Хытă пăшăрханса куççуль тăкни те сахал мар пулнă.
- Ун вырăнне паян лăпкă та канлĕ...
- Çапла. Çăтмахри пек халĕ. Мĕнпур ача сывă, пурте аслă пĕлÿллĕ. Мăнуксем вĕренÿре те, ĕçре те пултаруллă. Тепĕр чухне, пурте пĕрле пухăнсан, савăнăçăма пытараймастăп. Пĕр кăкран тухнисем кăна вун çиччĕн! Манăн ытарайми, нимпе виçейми хаклă пуянлăх!
- Куратăп, сисетĕп, сирĕн тавра курăм питĕ анлă. Хыпарсене çийĕнчех епле пĕлсе тăратăр?
- Мухтав Турра, эпĕ паян та нумай вулатăп. Мăшăр çырса хăварнине пухса юлашки çулсенче ачасем икĕ кĕнеке кăларчĕç. «Аргументы и факты», «Елчĕк ен» хаçатсене çырăнса илетпĕр. Борис ывăлăмпа Валя кин ĕçрен час-часах ытти хаçат-журнал та туянса параççĕ. Вуннăмĕш теçеткене кайрăм пулсан та ачасемпе мăнуксен ырлăхĕнче çунат хушнăн савăнатăп, пурăнас та пурăнас килет.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.