Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мухтавлă салтак, пултаруллă спортсмен

Мухтавлă салтак, пултаруллă спортсмен

Кĕçĕн Таяпа ял çамрăкĕ Алексей Скворцов  2009 çулта ялти тĕп шкултан, 2011 çулта Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне - историпе географи факультетне вĕренме кĕнĕ. Мĕн ачаран Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама ĕмĕтленнĕ, аслисен тĕслĕхĕпе хавхаланнă  Алексей  аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр тăхтаса тăмасăрах салтак аттине тăхăннă.

Хальхи вăхăтра вăл Наро-Фоминск хулинчи Ю.В.Андропов ячĕллĕ 4-мĕш Кантемир танк дивизийĕнче службăра тăрать, çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ çулсенчен тытăнсах спортпа çывăх туслашнă тата ялти ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ  Алексей çирĕп кăмăл-туйăмлă. Çак витĕме пула салтакра пулнă кĕске вăхăтрах вăл хăйне лайăх енчен кăтартма тата командирсен хисепне çĕнсе илме пултарнă. Çар ĕçĕн хатĕрленĕвĕнче пысăк кăтартусем тунăшăн тата служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Тав хучĕ парса чыс туни вара унăн чун-чĕрине савăнăç анчах мар, патриот туйăмĕ те кÿнĕ. Хăватлă та ирĕклĕ Раççей çĕршывĕнчи тăнăç пурнăçшăн, малашлăхшăн хăй пек çамрăксен пурин те пĕр çын пек пулса тăрăшмаллине ăнланнă. Шăпах майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ уявĕ умĕн пĕлнĕ ырă хыпара вара Алексей чи малтан, паллах, çемйине - ашшĕпе амăшне - Михаил Петровичпа Альбина Алексеевнăна, Марина аппăшне  пĕлтернĕ. Вĕсенчен ытларах ăнланакан тата хавхалантаракан уншăн урăх кам пултăр;

Физкультурăпа спортпа туслă Алексей Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк  шкулĕсен чысне спорт ăмăртăвĕсенче пĕрре мар хÿтĕлесе малти вырăнсене йышăннă. Физкультура учителĕ, шкул директорĕ пулнă ашшĕ пекех çăмăл атлетикăна кăмăллать, йĕлтĕрпе те ăста чупать вăл. Иртнĕ кунсенче вара Алексей ашшĕпе амăшне тепĕр савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ: 100 метра тата 3 çухрăма çуран чупассипе ирттернĕ ăмăртура вăл рекордсмен пулса тăнă. «Ротăри чи лайăх спортсмен» ята тивĕçлĕ пулнă çамрăкăн сăнÿкерчĕкне ятарлă стенд çине вырнаçтарнă. Шкулта вĕреннĕ чухне «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хастар хутшăнни те ăна служба вăхăтĕнчи зачетсемпе нормативсене туллин пурнăçласа пыма май парать. Халĕ çакна тата лайăхрах ăнланакан Алексей Скворцов хăйĕн спортри вĕрентекенĕсене, чи малтан, ашшĕне - Михаил Петровича, Елчĕк шкулĕнчи физкультура учителĕсене - Владимир Вениаминович Кучакова, Виктор Петрович Демьянова, Зинаида Петровна Васильевăна, Николай Анатольевич Волкова чăтăмлă пулма хăнăхтарнăшăн, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарнăшăн чĕререн тав тунине пĕлтерет.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: Раççей çарĕн сумлă салтакĕ Алексей Скворцов.



"Елчĕк Ен"
09 июля 2016
13:47
Поделиться