Масар – сăваплă вырăн
Çимĕк умĕн пиртен кашнийĕ хамăрăн вилнĕ тăвансен вил тăприйĕсене тасатма васкать. Масар таврашĕнчи тирпейлĕхшĕн вара никамах та яваплă пуласшăн мар.
Юрать çак ĕçе район администрацийĕнчен ыйтнипе кĕске вăхăтра ял тăрăхĕсем, ял старостисем çине куçарчĕç. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан халĕ масарсене килме-кайма намăс мар, пĕр-пĕринчен курса уйрăм çынсем те вил тăпри таврашне тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ. Унтан та ытла, хăш-пĕр ялсенче масарсем юлашки вăхăтра ялăн чи культурăллă вырăнĕсем пулса тăчĕç. Тĕслĕх вырăнне Елчĕк ял тăрăхĕнчи ялсен масарĕсене илме пулать. Кунта кашни ялти масар таврашĕ тирпейлĕ, пурне те йĕри-тавра картапа тытса çаврăннă. Элекçей Тимеш ял масарне вара тимĕр решеткепе тытса çаврăнмах мехел çитернĕ. Кашни ялта тенĕ пекех часавайсем вырнаçтарнă, кунта вилнĕ тăванĕсене асăнса кашнийĕ çурта çутма пултарать. Тÿскел чиркĕвĕнче вара /вăл масар çинче вырнаçнă/ вилнĕ çын ячĕпе ирттерекен кĕлле йĕркелеççĕ. Масар пÿрчĕсем те кашни ялтах тирпейлĕ, таса, виле пытарнă чухне кирлĕ ĕç хатĕрĕсем те кунтах вырнаçнă. Чи кирли - çак тирпейлĕхе, хăтлăха ял старостисем яваплăха туйса, чыслăн пурнăçласа пыраççĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ялсен старостисене Елчĕк ял тăрăхĕн масарĕсемпе паллаштарнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин старостăсен ĕçне мухтамасăр тăраймарĕ. Борис Пятаков /Элекçей Тимеш/, Владимир Скворцов /Патреккел/, Михаил Карсаков /Акчел/, Дмитрий Судаков /Тÿскел/ чăннипех те ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Хăйсем ĕçленипе пĕрлех вĕсем халăха та ĕçлеттерме пĕлеççĕ. Ял çыннипе пĕр чĕлхе тупнăран асăннă ялсенче ушкăнпа ĕçлемелли ĕç кал-кал пырать.
Ялсен старостисем ял тăрăхĕнчи ырă тĕслĕхпе хавхаланса паллашрĕç, нумайăшĕ çак тĕлĕшпе хăйсем патĕнче ĕçлеме пуçласса шантарчĕç.
Е.ИГНАТЬЕВА.
Сăнÿкерчĕкре: Элекçей Тимеш ял масарĕ.