Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Дмитрий Медведев: «Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнăçламалла»

02 июля 2016 г.

Дмитрий Медведев: «Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнăçламалла»

«Единая Россия» Патшалăх Думин суйлавне кампа тата мĕнпе каймаллине çирĕплетнĕ.

Июнĕн 25-27-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ партин Программа докуменчĕн положенине -  Раççейĕн малашнехи пилĕкçуллăхри аталану планне сÿтсе явасси тата РФ Патшалăх Думин çиччĕмĕш суйлаври кандидачĕсене  çирĕплетесси. Съезд ĕçне икĕ пин ытла делегат хутшăннă, вăл шутра Чăваш Енрен те. Делегатсем партин суйлав умĕнхи чи кирлĕ саманчĕсене сÿтсе явнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енрен кайнă делегатсен ĕçне хак панă май пирĕн республикăра ытти регионсемпе танлаштарсан çутçанталăк ресурсĕсем пулманнине, пирĕн çынсем чи пысăк пуянлăх пулнине палăртнă. «Эпир тĕрлĕрен программăсемпе конкурссене хутшăнатпăр. Кăçал та Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтертĕмĕр. Çамрăк профессионалсене хатĕрлес тĕлĕшпе çĕршер миллион тенкĕ явăçтаратпăр. Çамрăксене хăйсен ĕç вырăнне тупма пулăшасси - тĕп тĕллев», - тенĕ Республика Пуçлăхĕ.

Июнĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ съездăн  пĕрлехи ларăвĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин тата Парти председателĕ Дмитрий Медведев премьер-министр тухса калаçнă. Владимир Путин «Единая Россия» парти тăрăшнипе стратегилле аталану ыйтăвĕпе общество килĕшÿлĕхне кирлĕ шая çитернине, çавна май  экономика тата социаллă  ыйтусене, приоритетлă наци проекчĕсене, сăмахран, демографи программине,  пурнăçа кĕртме май панине каланă.

Суйлав умĕнхи программа пирки каланă май Владимир Путин партин яваплăхĕ пирки, программăри кашни пунктшăн хурав тытмаллине аса илтернĕ, мĕншĕн тесен вăл, чи малтанах, çынсен хăтлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Апла пулсан çĕршывăн кашни гражданинне пырса тивет.

«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов программăн социаллă тĕллевĕ çине тимлĕх уйăрнă.

«Вĕрентĕве, уйрăмах шкулсем тăвассине, сывлăх сыхлавне модернизацилессине, кадр политикине, çул-йĕр тăвассине, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли пур аспекта та  тимлĕх ытларах уйăрни савăнтарать», - тенĕ хула пуçлăхĕ.

«Единая Россия» партин съездĕнчи тепĕр пĕлтерĕшлĕ йышăну - сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине суйланмалли кандидатсен списокне çирĕплетни. Аса илтерепĕр, списока кăçалхи май уйăхĕнче йĕркеленĕ малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе хатĕрленĕ.

Парти съездĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе кăçалхи суйлавра 225 суйлав округĕнчен пĕр мандатлă 203 суйлав округĕнчен çеç кандидатсем тăратма йышăннă. Чăваш Енре Шупашкар суйлав округĕпе Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова тăратнă. Пирĕн республикăран çавăн пекех РФ Патшалăх Думин комитечĕн председателĕн çумне Алена Аршиновăна, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне Николай Малова, Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Николай Владимирова та списока кĕртнĕ.

«Хăш политика партийĕн депутачĕсем программăна кĕртнĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ, çавсем суйлавра яланах çĕнтереççĕ, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думине суйланмалли депутатсен списокĕ паллă пулнă хыççăн. - Эпĕ хам та пĕлтĕр «Единая Россия» партин кандидачĕ пулнă, çавна май «Единая Россия» ĕçсене пурнăçлакан парти иккенне палăртатăп. Вăл яланах панă сăмаха тытать».

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники


"Елчĕк Ен"
02 июля 2016
15:49
Поделиться