Республика кунĕ - Чăваш Енĕн тĕп наци уявĕ
Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп уявне - Республика кунне паллă тунă. Çак кун уяв мероприятийĕсем республикăн хулисемпе ялĕсенче иртнĕ. Республикăна Раççей регионĕсемпе ют патшалăхсен делегацийĕсем килсе курнă.
Кăçал уявăн тĕп площадки муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ Элĕк районĕнче пулчĕ. Элĕксем уява ирттерме тата хăнасене кĕтсе илме тивĕçлипе хатĕрленнине палăртмалла. Кунта модельсен тата техника пултарулăхĕн куравĕ те, «Музыка хапхи» витĕр тухни те, илемлĕ массăллă тĕрлĕ халăх юрри-кĕвви те, тури чăвашсен этника культурин парк-музейĕ те, тата ытти те пулчĕ. Уяв чăннипех илемĕпе, чапĕпе савăнтарчĕ.
Шупашкарта савăнăçлă мероприятисем Хĕрлĕ лапамра тата Шупашкар заливĕн хĕррисенче иртрĕç. Анне монуменчĕ умĕнче ирхине çынсем Чăваш Енĕн тĕп символне сăнлакан чĕрĕ «йывăçне» йĕркелерĕç. Кăнтăрла иртсен кунта этнокультура ялĕ çĕкленчĕ - унта республикăн кашни районĕ ятарлă çуртсенче хăнасене хăйĕн культурипе, наци апат-çимĕçĕпе, халăх промыслисен изделийĕсемпе паллаштарчĕç. Кунтах пĕтĕм чăвашсен IV Акатуйĕ иртрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, уява уçнă май, Акатуй - тăван çĕре хисеплекен, хавхаланса ĕçлекенсен уявĕ пулнине палăртрĕ. «Пĕчĕк Тăван çĕршыва юратассипе, ĕçлекенсене хисеплессипе çыхăннăскер, вăл çĕр ĕçченĕсене мухтать, йăла-йĕркесен çыхăнулăхне йĕркелет, халăхсене пĕрлештерет. Палăртса хăварар, пирĕн тăрăхра 128 национальноçпа 8 этника ушкăнĕ килĕштерсе, хăйĕн пĕтĕмĕшле пĕчĕк Тăван çĕршывĕн - Чăваш Енĕн тивлечĕшĕн ĕçлесе пурăнаççĕ. Чăваш Ен халăхĕн культури Раççей халăхĕн нумай енлĕ культурин хăйнеевĕрлĕ уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Йăлана кĕнĕ пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи этнокультура автономийĕсен представителĕсене, тĕрлĕ регионсенчи пултарулăх коллективĕсене пухать, наци культурине пуянлатма пулăшать», - тесе пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев.
Пĕр вăхăтрах Хĕрлĕ лапамра «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль иртрĕ - унта пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пултарулăх коллективĕсем пухăнаççĕ.
Хĕрлĕ лапамра вырнаçнă тĕп сцена çинчен республикăри ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан влаç представителĕсем Чăваш Енре пурăнакансене тата хăнасене Республика кунĕпе саламларĕç. Михаил Игнатьев «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнакансене, уяв хăнисене тав сăмахĕ каларĕ, килĕштерсе, туслă, юратса пурăнма ырă сунчĕ.
«Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ йăлана кĕчĕ, унăн ырă йăли-йĕркине ăса хывса пĕр ăру кăна мар ÿссе çитĕнчĕ. Эпир хамăрăн тĕлĕнмелле пуян, хăйнеевĕрлĕ культурăна упраса хăварма пултартăмăр. Пирĕн тĕллев - çак пысăк пуянлăха малашне те упрасси, унпа çитĕнекен ăрăва çывăхлатасси», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Хĕрлĕ лапамра пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен аталанăвĕнче Шупашкарта пурăнакансен тÿпи те пысăк пулнине палăртрĕ. Вăл республика паян аталану, ÿсĕм çулĕпе шанчăклă утнине, Раççейĕн аталанакан регионĕсем хушшинче паллă вырăн йышăннине пĕлтерчĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов пирĕн мăн асаттесем йăла-йĕркесене тирпейлĕн упранине, вĕсене çитĕнекен ăрусене панине, пире ĕçе, тăван тавралăха, тăван халăха юратма вĕрентнине палăртрĕ. «Пирĕн те паян Чăваш Енĕн аталанăвне хамăрăн тÿпене хывма вăхăт», - терĕ вăл.
Раççей Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова та Республика кунĕпе саламларĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин гимнне тата чăваш халăхĕн «Алран кайми...» юррине чăвашла юрларĕ.
Республика кунне уявласси иртен пуçласа мĕн каçченех пычĕ. Вăл пысăк «Чăваш Ен, мухтавлă пул» гала-кăтартупа вĕçленчĕ - унта фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери IX фестивальне хутшăннă командăсен конкурсĕн чи лайăх пайĕсене кăтартрĕç.
Сăнÿкерчĕкре: Н.Малов пир тĕртекен станокпа паллашать.