Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аслă Пăла шывпа тулать

«Пĕччен сурсан типсе пырать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ мĕн авалтан халăхра. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакансемшĕн çак каларăш шăпах вырăнлă та пулчĕ.

1947-1948 çулсенче ял çумĕнчен юхса иртекен Аслă Пăла юханшывĕ çинче Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз ĕçченĕсем ГЭС туса лартнă пулнă. Çак сооружени нумай çул яла электроэнергипе тивĕçтерсе тăнă. Самана улшăнса пынă май ГЭС та сапаланчĕ, Пăла шывĕ те çырма тĕпĕпе çеç юхса выртрĕ. Анчах ГЭСăн икĕ енĕпе çирĕплетнĕ дамби, шыв сикекен тимĕр-бетон вырăнĕсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă. В.Петров, А.Смирнов çамрăк предпринимательсем пуçарнипе ял халăхĕ çуллахи вăхăтра ĕлĕкхи ГЭС плотинине хăмасемпе хупас тесе йышăнчĕ. Кам мĕнле пултарнă таран пулăшрĕ. Тĕп спонсорĕсем А.Матвеев, А.Портнов, Ю.Борисов, Н.Лисицын пулчĕç. Пухăннă укçа-тенкĕпе строительство материалĕсем хатĕрлерĕç. Аслăрах çынсем, ĕç мелне аванрах ăнланакансем - В.Александров, В.Курицын, В.Портнов канаш-сĕнÿ парса пулăшрĕç. Пĕтĕмĕшле ĕçе пурнăçлама çамрăксем - П.Петров, А.Викторов, С.Свеклов, К.Свеклов, А.Карсаков, П.Портнов, Г.Курицын, Д.Курицын хăйсем çине илчĕç. А.Викторов, Д.Александров, А.Андреев техникăпа ĕçлесе пысăк пулăшу пачĕç.

Аслă Пăла самантрах шывпа тулса сарăлчĕ. Лаштра йăмрасем шыв çинелле пуçĕсене тайса тавралăха илем кÿреççĕ. Шыва хупнă хыççăнах  ăшă çумăр та çуса иртрĕ. Ял халăхне тем тĕрлĕ савăнăç илсе килчĕ. Çумăрĕ вăхăтлă çуса тăрсан акнă ÿсен-тăран тухăçлă пуласси иккĕлентермест.

Ĕлĕкхи ГЭС çумĕнчи шыва кĕрсе тухмалли вырăна та хăйăр тăкса тикĕслерĕç. Малашне унта çамрăксем канмалли хÿшĕ те тума палăртаççĕ. Вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанса тăратпăр.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕ.



04 июня 2016
08:17
Поделиться