Ачасем – пирĕн пуласлăх
Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна районта анлă паллă тунă.
Кашни çулах çуллан пĕрремĕш кунĕ - çĕршывăн пĕчĕк гражданĕсен уявĕ. Ачалăх чи асамлă та илĕртÿллĕ тапхăр. Вăл кашни пепкешĕн хаваслă ирттĕр.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекăра «Мультфильмсемпе юмахсенчи чи юратнă сăнарсем» ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ. 20 ытла ÿкерчĕк тăратнă ачасем. Кашни ÿкерчĕке пĕчĕкскерсем юратса пурнăçлани куçкĕрет.
Елчĕкри библиотекăн ача-пăча уйрăмĕнче çулсеренех «Кĕнекепе пĕрле канатпăр» çуллахи программа уçăлать. Вулавăшра ĕçлекенсем ачасене хавассăн кĕтсе илеççĕ. Уявра «Мы родом из детства» кĕнеке выставкипе шăпăрлансем кăсăкланса паллашнă.
Тĕп лапамра ачасем Ĕç çыннин çулталăкне халалласа «Кам пулмалла-ши?» темăпа тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа ĕç çыннисене ÿкернĕ. Кашниех хăйне ÿнерçĕ вырăнĕнче курчĕ-тĕр.
Райцентрти «Акварель» кану центрĕнче те сывлăх енчен хавшак пепкесем тĕрлĕ вăйăсенче выляса киленчĕç.
Сăнÿкерчĕкре: Аслă Елчĕк чиперукĕсем çулла кĕнеке нумай вуласшăн.