Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Победа» ООО акса пĕтернĕ

«Победа» ялхуçалăх предприятийĕнчи çĕр ĕçченĕсем Аслă  Çĕнтерÿ уявне ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ:   тĕш тырă культурисене тата пĕр çул  ÿсекен курăксене акассине кунта чи малтан вĕçленĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе Анатолий Алексеевпа Александр Кошельков механизаторсене çирĕплетнĕ. Вĕсем хăйсен пулăшаканĕсемпе 310 гектар лаптăкри тыр-пула агротехника ыйтнипе килĕшÿллĕн чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварнă. Юлашки çулсенче ялхуçалăх предприятийĕнче апат-çимĕçре усă курмалли пăрçа туса илессин агротехникине те çирĕп йĕркелесе пыраççĕ. Белокпа пуян асăннă культурăна кăçал 60 гектар,  пĕр çул ÿсекен курăксене  262 гектар лаптăкра акса хăварнă.

- Çанталăк ăшăтса пырать, çитес кунсенчех куккурус акма тухатпăр, производство планĕпе килĕшÿллĕн вăл кăçал 50 гектар йышăнать, - тет Николай Головин директор.

Уй-хирти пур ĕçе те комплекслă, хăватлă йышши техникăсемпе усă курса пурнăçлани те ялхуçалăх предприятийĕнче ака ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма май панă.



07 мая 2016
16:36
Поделиться