Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пулăшу шайĕ чакмĕ

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта çынсене 2016 çулта социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерес, ялсене тирпей-илем кĕртес, Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илес, уй-хирти ĕçсем пынине тишкерес, пушар хăрушлăхне сирсе ярас тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче районта Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Е.Сапаркина пулнă.

С.Петрова район активĕпе, Елчĕкри вăтам шкул коллективĕпе, Е.Сапаркина социаллă хÿтлĕх пайĕн, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсемпе, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн активĕпе, Ваттисен çуртĕнче пурăнакансемпе тĕлпулусем ирттернĕ.

Халăха хальхи вăхăтра хумхантаракан ыйтусенчен пĕри вăл - çынсене социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтересси. Чăваш Енĕн правительстви тĕрлĕ категорири çынсене паракан пĕтĕм çăмăллăхсене сыхласа хăварма пултарнă - социаллă хÿтлĕхĕн кăçалхи 42 тĕрлĕ тÿлевĕ валли республика бюджетĕнче 6,8 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Çакă пĕлтĕрхинчен пĕрре те кая мар.

Раççей Федерацийĕн чылай субъекчĕсенче ĕç стажне кура «Ĕç ветеранĕ» ят парасси тивĕçлĕ шайра тесе калаймăн. Чăваш Енре ку енĕпе лару-тăру лайăхрах. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, республикăра аслă ăрури 46,5 пин çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçнĕ, çав шутран Елчĕк районĕнче 736 çын. Ĕç ветеранĕ ята илмелли ĕç стажне чакарсан /халĕ вăл хĕрарăмсен 37 çул та 6 уйăхпа, арçынсен 42 çул та 6 уйăхпа танлашать/ пирĕн районта çак хисеплĕ ята 450 çын илме пултарчĕ. Çакă, паллах, ял çыннисемшĕн пысăк пулăшу. Чăнах, кăçалхи çул пуçламăшĕнчен саккунсене кăштах улшăну кĕртнĕ: çăмăллăхсене хальхи вăхăтра ĕçлекен, ĕç укçи, пенси илекен ветерансене памаççĕ. Вĕсен йышĕ пысăк мар - 182 çын анчах. Енчен те ветеран ĕçлеме пăрахсан çăмăллăхсене туллин пама пуçлаççĕ.

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли йĕркене те улăштарнă. Çакăн ят-сумне çĕклес тĕллевпе Чăваш Енĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртнĕ: ĕç стажĕн çурри Чăваш Республикин территорийĕнче ĕçлени пулмалла, ĕçлеве тивĕçлипе пурнăçламалла.

Е.Сапаркина Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче ирттернĕ тĕлпулусенче çакна тепĕр хут палăртрĕ: экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр республика ертÿçисем аслă ăрури çынсене пулăшма укçа-тенкĕ тупаççĕ. Акă, нумаях пулмасть Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсанăшăн тÿлесси енĕпе те улшăнусем пур: 70 çул тултарнă çынсем тÿлевĕн 50 процентне çеç тÿлеççĕ, 80 çул тултарнисене тÿлеврен пачах хăтараççĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пушар профилактикин кунĕ те иртнĕ. Мероприятие пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А.Сайкин, Елчĕкри пушар хурал чаçĕн ертÿçи В.Григорьев, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Князева хутшăннă. Ĕçлĕ ушкăн Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулнă, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштарнă, огнетушительпе усă курма вĕрентнĕ.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем ялсенче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

А.КАРЛИН.

Сăнÿкерчĕкре: районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта



"Елчĕк Ен"
23 апреля 2016
11:31
Поделиться