Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăт васкатать

«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсем апрелĕн 11-мĕшĕнче черетлĕ çураки ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ.

Юлашки кунсенче çуллахи пек шăрăх çанталăк тăрать пулин те çĕр пĕрпек пиçсе çитменни паллă. Вăхăт вара васкатать, çакна шута илсе механизаторсен анасене суйласа илсе ĕçлеме тивет.

Хире чи малтан Владимир Анисимов, Станислав Елисеев, Леонид Головин агрегачĕсем тухнă. Вĕсем 54 гектар йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне сÿреленĕ. Владислав Айметов МВУ-1200 йышши агрегатпа 80 гектар çинчи кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Гавриил Жирнов удобрени турттарнă çĕрте тăрăшнă, Евгений Никитин вĕсене пулăшса тăнă.

Леонид Сусметов механизатор кĕр тыррисен лаптăкне сапнă минераллă удобрение БД-15 агрегатпа усă курса варăнтарать тата анана кăпкалатать.

Сăмах май, ялхуçалăх культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ хальхи вăхăтра хамăр республикăри тата ытти регионсенчи ялхуçалăх предприятийĕсене пахалăхлă вăрлăхпа тивĕçтерет.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен элита тата пĕрремĕш репродукцири вăрлăхĕсене кĕске вăхăтра 250 тонна, унсăр пуçне элита репродукцири «Сарга» сортлă люцерна вăрлăхне 4 тонна сутнă.

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчĕк Ен"
13 апреля 2016
12:50
Поделиться