Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тавралăх илемĕшĕн - пĕрлехи вăйпа

Тавралăх илемĕшĕн - пĕрлехи вăйпа

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, симĕслентерес, хамăр пурăнакан вырăна санитари тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртес, ăна хăтлăрах, илемлĕрех тăвас тĕллевпе кашни çул ирттерекен экологи уйăхлăхĕ апрелĕн 11-мĕшĕнче старт илчĕ.

Кăçал çуркунне ир килчĕ. Юр хăвăрт ирĕлнине пула хĕллехи вăхăтра пухăннă çÿп-çапа тасатас ĕç те чылай маларах пуçланчĕ. Район центрĕн урамĕсемпе иртсе çÿренĕ май иртнĕ эрне пуçламăшĕнчех çакна асăрхарăмăр: Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче ятарласа çирĕплетнĕ çынсем урамсенче, çулсен хĕррисенче куçа курăнакан ăпăр-тапăра пуçтарчĕç.

Район центрĕн урамĕсенчи ватă йывăçсене касса илемлетесси çине те юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Арçынсен ушкăнĕ иртнĕ эрнере Совет урамĕнчи йăмрасене касса йĕркене кĕртнĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕн ĕçченĕсем хăйсен организацийĕн территорине тирпей-илем кĕртеççĕ. Коллектив ку енĕпе яланах хастар.



"Елчĕк Ен"
13 апреля 2016
12:47
Поделиться