Спорт ватăлтармасть
13 апреля 2016 г.
Иртнĕ шăматкун «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн спорт залĕнче ветерансем волейбол турнирне ирттерчĕç. 55 çул урлă каçнăскерсем ăна Космонавтика кунне тата вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен /пенсионерсен/ районти канашне йĕркеленĕренпе 30 çул çитнине халалларĕç.
1986 çулта йĕркеленнĕ ветерансен районти канашĕ ветерансен пурнăçне тивĕçлипе йĕркелес, çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Ветерансен волейбол турнирне те канашăн физкультурăпа спортăн яланхи комиссийĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Кунта комисси председателĕ Н.Павлов, членĕсем Г.Туманов, А.Анисимов сахал мар вăй хунă.
Турнира хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, ветерансен районти канашĕн председателĕ С.Терентьева саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Волейболистсен турнирне 7 ял тăрăхĕнчи ветерансен пуçламăш организацийĕсен командисем хутшăнчĕç. Аслă Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчен çеç командăсем турнира хутшăнманни тĕлĕнтерчĕ.
Ветерансен волейбол турнирне кашни эрнерех «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексне çÿрекен аслă çулсенчи çынсенчен йĕркеленĕ сывлăх ушкăнĕ хутшăнни те савăнтарчĕ.
Кама кăна курмастăн турнира хутшăнакансем хушшинче? 80 çул урлă каçнă М.Чермаков, В.Уразгильдин, Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ, «Эверест» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Н.Герасимов тата ытти вун-вун ветеран волейбол площадкине тухрĕç.
Вăйăсем икĕ ушкăнта иртрĕç. Хĕрÿ кĕрешÿре кашниех мала тухма тăрăшрĕ. Ушкăнсенче иккĕмĕш вырăн йышăннă командăсем - Курнавăшсемпе Кĕçĕн Таяпасем турнирăн виççĕмĕш вырăнĕшĕн тупăшрĕç. Кунта ăнăçу Курнавăш ял тăрăхĕн команди енче пулчĕ.
Финалта Аслă Пăла Тимешсемпе Аслă Елчĕксем тĕл пулчĕç. Аслă Елчĕксене 2:0 шутпа çĕнтерсе тĕп кубока Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн туслă команди çĕнсе илчĕ. Аслă Елчĕксемшĕн тупăшнă Н.Герасимов турнирăн чи лайăх выляканĕ, Аслă Пăла Тимеш командинчи М.Чермаков чи аслă вылякан ятсене тивĕçрĕç.
Ăмăрту спонсорĕсене - «Победа» ООО директорне Н.Головина, В.Чернов, Н.Портнова уйрăм предпринимательсене, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн специалистне А.Портнова ветерансен районти канашĕн председателĕ С.Терентьева пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Çавăн пекех «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн ĕçченĕсем, С.Чермаков уйрăм предприниматель, В.Портнов ветврач, район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те тава тивĕç.
А.КАРЛИН.
Сăнÿкерчĕкре: ветерансен турнирĕнче.