Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хамăрăн продукци тутлăрах, пахарах

Елчĕкри Октябрь урамĕпе иртсе пынă чухне тутлă çăкăр шăрши сăмсана кăтăклать. Хăйне евĕрлĕ ырăлăх парнелет вăл. Тахăш самантра ачалăха кĕрсе ÿкерет, анне кăмакара пĕçернĕ çăкăр шăршине аса илтерет.

 

Сĕтел çинчен çăкăр ан татăлтăр

«Елчĕкри çăкăр завочĕ» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе унта çул тытрăм. Инçетрен капмаррăн курăнса ларакан завод территорийĕ тирпейлĕ те таса. Картишĕнче водительсем автомашинисене тепĕр хут тĕрĕслесе рейса тухма хатĕрленеççĕ.

- Çăкăр валеçекен автомашинăсен водителĕсем ирхине ултă сехетрех çула тухаççĕ. Кашни кунах 100 ытла лавккана çитсе тавар туянакансене çăкăр тата булка изделийĕсем сĕнеççĕ, - пĕлтерет завод учредителĕ Александр Филиппов.

Алевтина Кузьмина директор, Алина Пыркина тĕп технолог хăйсен ĕçĕнчи чăн-чăн ăстасем. Малтан та, райпо саланиччен, кунта ĕçленĕ Алевтина Владимировна. Ĕç стажне лаборанткăран пуçласа технологра чылай çул вăй хунă, директор тивĕçне пурнăçлама тытăнни те вунă çула яхăн. Çавăнпа коллектива пĕлсе ертсе пырать, ĕç ăнăçлăхĕ мĕнрен килнине лайăх чухлать.

2006 çулсенче, райпо саланнă вăхăтра, çăкăр завочĕн шăпи пит шухăшлаттарнă кунта чылай çул тăрăшнă çынсене. Завод хупăнсан ăçта ĕç тупмалла? Рынок текен сăмахах хăратнă ĕç укçи темиçе уйăх алла илеймен çăкăр пĕçерекенсене. Завода конкурса тăратнă. Юрать ăна мал ĕмĕтлĕ Александр Филиппов выляса илнĕ. Александр Владимирович çав çулсене шухăшлăн аса илет.

- Завод тăрринчен шыв анатчĕ, стенасем юхатчĕç, çăкăр пĕçерекен цехра кăвакăш шăрши сăмсана çуратчĕ. Паян пĕçернĕ çăкăра сутса кăна Ю.Чернов уйрăм предпринимательтен çăнăх, ытти çĕртен сахăр песукĕ туянаттăмăр. Епле пулсан  та районти пĕртен-пĕр çăкăр заводне хупас мар тесе ырми-канми тăрăшаттăмăр.

Çĕнĕ хуçасем 2008 çулта пысăк ĕмĕтсене ĕçе кĕртсе чи малтанах завод тăррине витнĕ. Унпа кăна 700 пин тенкĕлĕх тăкакланнă. Тепĕр çултан газ кĕртме вăй çитернĕ. Ĕç-пуç майĕпен йĕркеленсе пынă, çăкăр пĕçерекенсем çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕшĕн савăннă.

- Çынсен сĕтелĕ çинче çăкăр ан татăлтăр тетпĕр. Пирĕн професси сумлă та хисеплĕ тесе шутлатпăр эпир, - теççĕ çăкăр пĕçерекенсем.

Конкуренци тапхăрĕнче района айккинчен те килеççĕ çăкăр-булка изделийĕсене сутма. Çавăнпа продукци калăпăшне ÿстерме çăмăл мар Елчĕксене.

Юлашки пилĕк çулта завода тĕпрен юсанă. 3 миллион ытла тенкĕлĕх оборудовани, тĕрлĕ транспорт туяннă.

- Хальхи вăхăтра ĕç условийĕсем питĕ лайăх. Кăмакасем газпа ĕçлеççĕ. Цехра çутă. Çăкăр пĕçерекенсем пĕринчен тепри маттур, - тет А.Кузьмина директор.

Пĕрлешÿ паян 60 тĕрлĕ издели пĕçерет. Çăкăрпа булка, кулинар, кондитер изделийĕсене уйăхне 20 ытла тонна пĕçерсе сутать. Паян курттăммăн туянакан 600 грамлă «дарницкий» пĕр çăкăр хакĕ 20 тенкĕ, 450 грамлă шурă çăкăр 18 тенкĕ, 350 грамлă батон 17 тенкĕ. Вĕсемсĕр пуçне батон, кукăль, пĕремĕк, сухари, кĕсел, коржик тата ытти тутлă çимĕçсем пĕçереççĕ. Хальхи вăхăтра типĕ тытакансем валли ятарлă çимĕçсем те хатĕрлеççĕ. Вĕсем районти лавккасенче часах сутăнса пĕтеççĕ.

Юбилей е туй, ытти ĕçкĕ-çикĕ  валли çаврака çăкăр, тортсем пĕçереççĕ. Елчĕке килсе заказ парайманнисем заводăн hlebozavod.org сайтне  кĕрсе хăвăра кирлĕ продукцие пĕçерсе пама ыйтма пулать.

Ертÿçĕсем коллективра ят-сум çĕнсе илнисене хисеплесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Шут ĕçĕнче чылай çул ĕçленĕ Валентина Плотникова, Елена Антонова, Ольга Ишмуратова пекарьсем  ырă ята тивĕçлĕ. Ятарлă пĕлÿ илсе килнĕренпех кунта тăрăшакан Луиза Можаева пекарь, Сергей Кузьмин, Алексей Антонов, Геннадий Петров водительсем, Александр Никитин тĕп инженер хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн маçтăрсем.

- Эпир Елчĕк çăкăр завочĕн изделийĕсене хапăл тусах туянатпăр. Тем тесен те хамăрăн тутлăрах, сĕтеклĕрех, - теççĕ Ĕнелти «Телей» лавккара çăкăр туянакан З.Филатова, В.Кузьмина, А.Остроумова ватăсем. Курнавăшри «Жасмин» лавккана Елчĕк çăкăрне туянма пынă О.Николаева пенсионерка та «дарницкий» çăкăр кăпăшка та сĕтеклĕ пулнине пĕлтерет.

 

Елчĕк лимоначĕ – чи тутли

А.Филиппов уйрăм предприниматель чылай çул тутăлăхĕпе республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те пысăк хисепе çĕнсе илнĕ «лимонад» кăларакан напиток цехне çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе сахал мар тăрăшнă. Хуçа тесе пукан çине ларасшăн çунман çамрăк ертÿçĕ, пылак шывсене тиенĕ те ăна сутма кÿршĕ районсене, Тутарстанăн Пăва районне вĕçтернĕ. Епле те пулсан Елчĕкĕн пылак шывĕ лавккари сентресем çинче ан çухалтăр тесе ăнтăлнă.

Чи малтанах ĕлĕкхи кивĕ çуртран çĕнĕ çĕре, Елчĕкри çăкăр завочĕн территорине, куçнă. Кивĕ оборудованисене улăштарнă. Кунта чылай çул вăй хунă рабочисем ĕç вырăнне ан çухатчăр тесе тимленĕ.

Александр Владимирович паян та кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă рабочисене ятран аса илет. Ертÿçĕ рабочисене хисепе хуни, вĕсемпе ăшпиллĕн калаçни кăмăла çĕклерĕ. Мария Чуманова, Валентина Карлина, Оля Максимова, Зоя Воронова пылак шывсем кăларакан цехăн историйĕнче ырă ятпа çырăнса юлнă.

Икĕ водитель паха тавара /10 тĕрлĕ пылак шывпа кваса/ Шупашкар хулинчи, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи, Тутарстанри Пăва районĕнчи лавккасене турттараççĕ.  Çулталăка 10 пин декалитр пылак шыв кăлараççĕ.

Рабочисем сезонпа вăй хураççĕ. Çак кунсенче ĕçе пуçăннă вĕсем. Цехра агрегатсем пĕр тикĕссĕн ĕçлекен сасă кăна илтĕнсе тăрать.

А.Филиппов кабинетĕнче «Елчĕк ен» хаçат сумлă вырăн йышăнни савăнтарчĕ. Апла пулсан район ĕç-хĕлĕнчен пăрăнса юлмаççĕ çăкăр пĕçерекенсемпе пылак шыв кăларакансем. Предпринимателĕн кăмăлне территоринче 1000 тăваткал метр пÿлĕм ахаль ларни сÿрĕклетет. Тен, хăйсен ĕçĕсене уçма пуçаруллă çамрăксем тупăнаççĕ, вĕсене меллĕ пулĕ вăл. Авă, иккĕмĕш хутра Шупашкарти çĕвĕ цехĕн сасси илтĕнет, районти вун-вун хĕрарăм ĕç вырăнĕ тупнă. Малалла тилмĕрекен пысăк тавракурăмлă, çĕр ĕçĕнчен те ют мар Александр Владимировичăн ĕмĕт-тĕллевĕсем çунатлă. Çăва тухсанах, акă, завод умне асфальт сарасшăн тата ытти ырă шухăшсем унăн вĕçĕ-хĕррисĕр...

В.КИРИЛЛОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсенче: А.Пыркина тĕп технолог /варринче/ çăкăр пĕçерекенсемпе; пылак шыв кăларакансем.



"Елчĕк Ен"
13 апреля 2016
12:51
Поделиться