«Единая Россия» лидерсене палăртнă
«Единая Россия» часах Раççей Патшалăх Думине суйламалли кандидатурăсене палăртĕ.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутата суйлас тĕллевпе «Единая Россия» политика партийĕн кандидачĕсене палăртассипе кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче республикăра парти членĕсем малтанхи суйлав ирттереççĕ. Çак кун тивĕçлĕ кандидатсене палăртма кашни çынах хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарать.
Кăçалхи апрелĕн 5-мĕшĕ тĕлне партин регионти йĕркелев комитечĕ 12 çынна регистрациленĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулас тесе 16 çын заявлени панă. «Единая Россия» партин регионти ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Дмитрий Шепелев пĕлтернĕ тăрăх, ытти заявленисене те палăртнă 5 кунра пăхса тухĕç. Регистрациленме кирлĕ документсене вăхăтра çеç тăратмалла. Çакна палăртар - малтанхи суйлава хутшăнма Раççей Федерацийĕн кирек хăш çынни те пултарать, енчен те вăл ытти парти членĕнче тăмасан.
Иртнĕ çул «Единая Россия» чи демократиллĕ тата уççăнлă меле суйласа илнĕ - кашниех малтанхи суйлава хутшăнма пултарать. Çакна пĕлтĕрхи муниципалитет шайĕнчи суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем кăтартса пачĕç - республикăри суйлавçăсем суйлав участокне йышлăн килчĕç.
Кăçалхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутатсене Чăваш Республикинчи Канашри 37-мĕш тата Шупашкарти 38-мĕш суйлав округĕсенче суйлĕç. Вĕсенче политикăра палăрнă çынсем, предпринимательсем йышлă пулин те, 37-мĕш суйлав округĕ тăрăх, экспертсен шухăшĕпе, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн вице-спикерне Николай Малова çитекенни çук. Экспертсем палăртнă тăрăх, вăл çĕршывăн саккунсем кăларакан чи аслă органĕнче ĕçлеме тивĕç. Республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пуçличчен Николай Малов Чăваш Енĕн чи пысăк предприятийĕсенчен пĕрне - «Ядринмолоко» АУОне ертсе пынă. Çавăн пекех вăл «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн секретарĕ те. Çакă ăна, регион уйрăмĕн ертÿçине, «Единая Россия» политика партийĕн малтанхи суйлавĕнче чи уçă, конкурентлă, тĕрĕс принципĕсене пăхăнма хистет. Çакăн çинчен Малов пĕлтернĕ, меморандума алă пуснă, ыттисене те, малтанхи суйлава хутшăннă май, çакна пăхăнма, «суйлав умĕн эпир пĕр командăра пулма, пĕр тĕллеве тата задачăсене пăхăнма» сĕннĕ.