Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăт нумай юлмарĕ

«Прогресс» акционерсен хупă обществин машинăпа трактор паркĕсенче ака ĕçĕсене хутшăнакан мĕнпур техникăна тĕплĕн тĕрĕслесе хатĕррисен ретне лартнă.

Валерий Куприянов тĕп инженер механизаторсемпе юсав ушкăнĕнче тăрăшакансем çакăншăн иртнĕ уйăхсенчен тытăнсах пысăк яваплăхпа тимленине палăртать. Кунта паянхи пурнăç ыйтнă лару-тăрура çĕр ĕç культурисене туса илме кирлĕ мĕнпур йышши техника çителĕклĕ. Агрономи служби те хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçланă. Пахалăхлă вăрлăхпа кирлĕ таран саппасланнă, унсăр пуçне 450 центнер элита вăрлăх туяннă.

Акционерсен хупă обществин уй-хирĕсене кăçал  пĕр çул ÿсекен курăксемпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 2727 гектар лаптăкра акса хăварма палăртаççĕ. Кĕр тыррисен ани 1000 гектар йышăнать. 



"Елчĕк Ен"
02 апреля 2016
10:20
Поделиться