Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн те истори пур

Елчĕкре пушар чаçĕ йĕркеленнине çирĕплетекен пĕрремĕш документ - 1961 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче уçнă хушусен кĕнеки. Пĕрремĕш номерлĕ хушăва  Г.И.Аракчеева водителе ĕçе илни çинчен чаç начальникĕ А.Г.Киселев алă пуснă. Пушар хуралĕн пĕрремĕш ĕçченĕ Патреккелти А.В.Герасимов пулнă. Ун чухнех чаç начальникĕн çумне Г.И.Флотские çирĕплетнĕ. Кавалти Г.Е.Теллин, Тăрăмри А.А.Волков водительте ĕçлеме пуçланă. Калас пулать, Анатолий Алексеевич Волков пушар чаçĕнче пĕр улшăнмасăр 36 çул тăрăшнă.

Пушар чаçĕн йывăç çурчĕ хальхи вырăнтах вырнаçнă пулнă. Чаçăн ПМГ-19 тата ПМЗ-11 автомобильсем пулнă. 1965 çулта республикăри пушар пайĕ Елчĕксене  ПМЗ-27 автомобиль уйăрса панă.

Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствин районти штатлă структурипе патшалăх хурал асăрхавĕн инспекцине йĕркеленĕ, вăл районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне пăхăннă. Инспекцире тĕрлĕ çулсенче Г.И.Флотский, В.Н.Шварнуков, А.Г.Силов, В.В.Волков вăй хунă. 1982-1988 çулсенче пушар хуралĕн гарнизонне тата районти инспекцие Н.А.Карабурнашев ертсе пынă.

Пушар чаçĕн начальникĕ пулса тĕрлĕ çулсенче В.Т.Петров, В.Е.Мешков, В.Н.Беляев, Н.А.Лукин, Н.Н.Яковлев, Д.И.Кучков тăрăшнă. 1988 çулта патшалăх пушар асăрхавĕн инспекцийĕн начальникне А.Н.Кузнецова çирĕплетнĕ. Чăваш ССРĕн Шалти ĕçсен министерствин 1991 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи 871-мĕш номерлĕ хушăвĕпе Елчĕкри пушарпа çăлав отрядне туса хунă. Унта 22 çын ĕçленĕ. 1992 çултан отряд начальникне шалти ĕçсен службин капитанне Анатолий Николаевич Кузнецова çирĕплетнĕ. Пушар профилактикипе ĕçлекенсен йышĕнче Комсомольскипе Элĕк районĕсен çамрăкĕсем С.А.Алексеевпа В.С.Михайлов пулнă.

Тепĕр çулах пушар деповне реконструкциленĕ, гараж çумне хушма çурт туса лартнă. 1995 çулхи декабрь уйăхĕнче Елчĕкри ПСО-23 ятне Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ тесе улăштарнă.

Вăхăт иртнĕ май тĕрлĕ çĕнĕ оборудованисем туяннă, 1998 çулта «Елчĕкри крахмал завочĕ» агрофирма УАЗ-469 çăмăл автомобиль парса пулăшнă.

1998 çулта А.Н.Кузнецов майор тивĕçлĕ канăва тухнă. Елчĕкри пушар чаçне тата патшалăх пушар асăрхавĕн инспекцине В.С.Михайлова ертсе пыма шаннă.

2001 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пушара хирĕç кĕрешекен служба Раççей Федерацийĕн Гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру тата çутçанталăк инкекĕсене сирес  министерстви йышне куçнă. 2004 çулта В.А.Яковлев пушар чаçне, патшалăхăн пушар асăрхавĕн инспекцине В.С.Михайлов ертсе пынă. Çĕнĕ Арланкассинче çуралса ÿснĕ А.Н.Васильев инспектор тивĕçне пурнăçланă. 2005 çулта пушар чаçне патшалăх учрежденийĕ туса хурсан маларах пенсие тухнă А.Н.Кузнецов каллех хăйĕн профессипе ĕçлеме пуçланă. 2013 çулччен тăрăшнă вăл. Сăмах май каласа хăварам, Кузнецовсен çемье династийĕ 70 çула яхăн тăсăлать. Анатолий Николаевичăн шăллĕ Лев та кунта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Сергей ывăлĕ Шупашкарта ашшĕн ĕçне малалла тăсать. Çавăн пекех Агеевсен çемйин ĕç династийĕ те ырă ята тивĕçлĕ.

2005 çулта хамăр вăйпа газ котельнăйĕ туса лартнă. Тепĕр çулхине çуртăн тăррине улăштарнă. 2008 çулта çĕнĕ пушар машинипе пуянланнă.

2010 çулта В.С.Михайлов пенсие тухсан унăн ĕçне А.Н.Васильева шаннă. Инспектор ĕçне Елчĕкре çуралса ÿснĕ А.Н.Сайкин пурнăçлама тытăннă.

2011 çулта пушар чаçĕ чрезвычайлă лару-тăрура аварипе çăлав ĕçĕсене тума ирĕк илнĕ. Çавна май пире аварипе çăлав «Спрут» инструмент, куçса çÿрекен «Субару» мотопомпа тата РТГ-2500 бензогенератор уйăрса панă.

А.Н.Васильев пенсие тухсан А.Н.Сайкин начальнике куçнă. Аслă пĕлÿ илсе таврăннă Акчел каччи С.Г.Сардаев инспекторта ĕçлеме пуçăннă.

2013 çулта район территорийĕнче командăпа штаб вĕренĕвĕ иртнĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ С.Ю.Антонов генерал-майор  районти пушара хирĕç ĕçлекен службăн ĕçне «лайăх» хак панă.

Пĕлтĕр Раççейри пушар хуралне йĕркеленĕренпе 366 çул çитнине халалласа пушар ĕçченĕсен ячĕпе асăну сооруженийĕ уçрăмăр. Çавăн пекех урапа çинчи пушар насусне «çĕнĕ пурнăç» патăмăр. Паян шкул ачисем пирĕн пата час-часах экскурсие килсе çÿреççĕ. Хамăр та час-часах шкулсенче, ватăсем патĕнче, ăнăçсăр çемьесенче пулатпăр, профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр.

Кăçал чаçри пÿлĕмсене çĕнетсе юсав ĕçĕсем  нумай пурнăçларăмăр. Спорт пÿлĕмĕ  уçрăмăр. Ĕç условийĕ начар мар.

Хальхи вăхăтра коллективра 19 çын. Акă, Г.Ю.Архипов аслă водителĕн стажĕ 29 çул, А.Г.Андреевăн - 27 çул, В.А.Трофимов пушарнăйăн - 22 çул.  Пурте çирĕп дисциплинăллă,  вăй-халлă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. 2013 çултан чаçе ертсе пыма мана шанчĕç.  16 çул пушар хуралĕн тытăмĕнче тăрăшатăп. Инкек-синкек тухсан çула çийĕнчех тухма пирĕн 5 техника яланах хатĕр тăрать.

Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче, «Прогресс», «Рассвет», «Яманчурино» хуçалăхсенче пушар сÿнтерекен автомобильсем пур. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенче ирĕклĕ пушар дружинисем йĕркеленĕ, вĕсене 11 мотопомпа çирĕплетнĕ. Кашни çулах дружинăсем хушшинче ăмăртусем йĕркелетпĕр. Иртнĕ çулхи итогсем тăрăх Курнавăшри дружина куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕ.

Елчĕкри пушар чаçĕ иртнĕ çул гражданла оборона ĕçĕнчи пысăк ÿсĕмсемшĕн республикăри куçса çÿрекен кубока тата I степень диплома тивĕçрĕ. Коллективăн ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн панă дипломсемпе грамотăсем вуншар.       

В.ГРИГОРЬЕВ,
Елчĕкри пушар чаçĕн начальникĕ.



"Елчĕк Ен"
02 апреля 2016
11:53
Поделиться