Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паха вăрлăх - хамăр патăмăртах

Паха вăрлăх - хамăр патăмăртах

«Çĕрулмине мухтав - Елчĕк» ООО агрофирма çĕрулмин, çурхи туллăн, урпан, люцернăн çĕнĕ сорчĕсене сутать.

«Çĕрулмине мухтав - Елчĕк» ООО агрофирмăн Кÿлпуçĕнчи çĕрулми упранакан пысăк склачĕ умне пысăк грузлă автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри килсе тăраççĕ. Тин кăна Волгоград облаçĕнчен çитнĕ вăрăм кузовлă КАМАЗ тиев площадкинче тăратчĕ. Кĕске вăхăтра унăн кузовне автопогрузчикпа çĕрулми тиерĕç те вăл инçе çула тухрĕ. Ун вырăнне кÿршĕллĕ Ульяновск облаçĕнчен килнĕ пысăк автомашина йышăнчĕ.

- Çураки çывхарса килет. Çавна май çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен агрофирмăна вăрлăхлăх çĕрулми туянма килекенсем йышланса пыраççĕ. Паллах, апат-çимĕç валли туянакансем те пур, - каласа парать «Çĕрулмине мухтав - Елчĕк» ООО агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин.

Агрофирма «иккĕмĕш çăкăр» лартса илекен пысăк хуçалăхсене, уйрăм çынсене 8 тĕрлĕ çĕрулми сорчĕ сĕнет: Ред Скарлет, Нандина, Инноватор, Гала, Импала, Ред Сони, Коллета, Коломбо, Невский. Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра пулса çитеççĕ: Питрав вăхăтне те, кăшт каярах та. Нандина, Коломбо, Ред Сони, Инноватор  сортсене агрофирма пĕлтĕр лартма пуçланă. Сăмах май «Çĕрулмине мухтав» компанине кĕрекен хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăр» сорчĕсене ватăлтарса ямаççĕ. Пысăк репродукциллĕ çĕрулми сорчĕсемпе усă кураççĕ, ялхуçалăх предприятийĕсене сутаççĕ. Пĕр-пĕр сорта темиçе çул лартсан çĕрулми тухăçĕ, пахалăхĕ чакать, чир-чĕре хирĕç кĕрешеймест.

Хăвăлçырмапа Кÿлпуç уйĕсенче ĕçлекен «Çĕрулмине мухтав - Елчĕк» ООО агрофирма пĕлтĕртенпе вăрлăх туса илекен хуçалăхсен реестрне кĕнĕ. Кăçал çĕрулмине 230 гектар çинче çитĕнтерме палăртаççĕ.

Кÿлпуç ялĕнче çĕрулми склачĕ туса лартни унччен «Мир» хуçалăхра ĕçлесе пурăннă çынсене çулталăк тăршшĕпе ĕç тупма май панă. Çĕрулми управĕнче яланах çынсем ĕçлеççĕ: ăна суйлаççĕ, михĕсем çине тултарса сутма хатĕрлеççĕ. Вĕсен ĕçне Оля Трофимова бригадир, склад заведующийĕ Алексей Трофимов, производство заведующийĕ Виталий Краснов йĕркелесе пыраççĕ. Çĕрулми, тĕштырă культурисене туса илессинче пĕтĕм ĕçе механизациленĕ пулин те  ĕçлекен ялан кирлĕ.

Агрофирма Хăвăлçырмапа Кÿлпуç ялĕсенчи пурăнакансен 1545 гектар çĕрĕпе усă курать. Кунсăр пуçне Аслă Таяпан 270 гектар çĕрне арендăна илнĕ. Вĕсем çинче 3 тата 4 уйлă пусăçаврăнăш йĕркеленĕ. Çĕрулми хыççăн тепĕр çулхине çурхи культурăна донникпа акаççĕ, виççĕмĕш çулхине донника удобрени вырăнне çитĕнтерсе сухалаççĕ, кĕрхи культурăсем акса хăвараççĕ. Виçĕ уйлă пусăçаврăнăшĕ урăхларах. Пĕрремĕш çулĕнче çĕрулми, ун хыççăн çурхи культурăпа донник акса хăвараççĕ, виççĕмĕшĕнче çитĕннĕ донника тураса удобрени вырăнне усă кураççĕ. Çак технологи çĕр пулăхне органика удобренийĕ пекех пуянлатать. Агрофирма тĕштырă культурисем, донник, люцерна вăрлăхĕсем те туса илет. Пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 715 гектар, донника 560 гектар çинче акса хăвараççĕ.

Агрофирма туса илекен çĕрулми пуссинче, тулăпа урпа уйĕсенче çумкурăк кураймăн, калчасем пĕр тикĕс шăтса тухса ÿсеççĕ. Куç савăнать.

- Донника органика вырăнне усă курни минераллă удобрени хывмалли калăпăша нумай чакарма май парать. Донникре алколоид - ырă шăршăллă япаласем тата кумарин пур. Вĕсем тĕрлĕ чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен сыхлаççĕ, çĕре азотпа пуянлатаççĕ. Агротехника требованийĕсене тĕплĕн пурнăçласа пынăран та уйра çумкурăк валли вырăн çук, - тет Юрий Галкин.

Кунта çурхи тулă, кĕрхи тулă, урпа, люцерна, донник вăрлăхĕсене нумай туса илеççĕ. Агрофирма халĕ пĕрремĕш репродукцири çурхи туллăн Экада, урпан Калькул, люцерна, çĕрулмин çĕнĕ сорчĕсене ялхуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене, уйрăм хуçалăх тытса пурăнакансене ирĕклĕнех сутать. Халăх чи пысăк тухăç паракан сортсене ыйтать. Чи пысăк тухăç параканнисем - Ред Скарлет тата Гала сортсем. Вăтамран кашни гектартан 480 тата 530 центнер тухăç парать.  Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха вĕсем?

«Ред Скарлет» - ир пулакан çĕрулми сорчĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ, çаврака тăрăхла формăллă, ăшĕ - сарă. Лайăх упранать.

«Гала» - вăтам ир çитĕнекен сорт /75-80 кун/.  Пысăк тухăçлă, çимĕçĕ сарă тĕслĕ. Унăн тухăçĕ  вăтамран пĕр гектартан 600 центнера çитет. Упранаслăхĕ аван. Ытти сортсем тутлăлăхĕпе, çитĕнмелли вăхăтпа, урăх енĕпе уйрăлса тăраççĕ.

Юрий Галкин агрофирма 4 тоннăран кая мар çĕрулми туянакансене пырсах парассине, сахал туянакансен Кÿлпуçне хăйсен пырса илмеллине пĕлтерет. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-937-388-96-42, 8-960-314-68-75.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăнÿкерчĕксенче: Юрий Галкин директор тата склад заведующийĕ Алексей Трофимов; çĕрулми вăрлăхĕ туянма килнĕ.



"Елчĕк Ен"
02 апреля 2016
11:45
Поделиться