Нÿхреп инкек ан кÿтĕр
Çуркунне çитрĕ. Вăрăм хĕл хыççăн нÿхрепсене уçса унти пахча çимĕçсене кăларма пуçлаççĕ, çĕрĕккисенчен тасатаççĕ. Нÿхрепсемпе путвалсенче сыхланмалли хăрушсăрлăх правилисем çинчен ЧР профилактика, сиплев физкультурин спорт медицинин центрĕн тухтăрне Елена Михайловна Егоровăна каласа пама ыйтрăмăр.
Ытларах мĕн илсе пырать-ха хăрушă инкек патне?
Инкек патне нÿхрепре пухăннă наркăмăшлă газсем илсе çитереççĕ. Вĕсем дезинфекци хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курсан, курăк тата тĕрлĕ япаласем çунтарсан пухăнаççĕ. Кивĕ çĕрулмипе пахча çимĕç те çĕрнĕ чухне çын пурнăçĕшĕн сиенлĕ япаласем кăлараççĕ. Наркăмăшлă газсем сывлăшран йывăртарах, çавăнпа та вĕсем нÿхрепĕн аялти пайĕнче пухăнаççĕ. Енчен те нÿхрепе вентиляци пăрăхĕсене хурса хăварман пулсан, унта сиенлĕ газсем пуçтарăнасси куçкĕретех.
Наркăмăшлă газ пуррипе çуккине мĕнле тĕрĕслемелле?
Наркăмăшлă газсем шăршсăр тата тĕссĕр пулнă май вĕсене тÿрех туйса илме май çук. Сĕрĕм газĕ 10 процент çеç пулсан та вăл пурнăçшăн питĕ хăрушă пулнине асрах тытмалла. Çавăнпа та нÿхрепе анас умĕн сывлăш пуррине тĕрĕслемелле. Ăна витрене çунакан çурта лартса пĕлме пулать. Çурта сÿнни унта сывлăш çуккине пĕлтерет. Вара нÿхрепе тÿрех анма юрамасть, аниччен ăна тепĕр хут тĕплĕн уçăлтармалла.
Нÿхрепе пĕччен тасатма-юсама хушмаççĕ. Кам та пулин тул енче сыхласах, нÿхрепе аннă çынпа калаçсах тăмалла. Аяла анаканнин вĕренпе çыхăнмалла, унăн тепĕр вĕçĕ тулта тăраканра пулмалла. Пулăшу кирлĕ пулсан, вĕрене туртса сигнал памалла. Çакăн пек хăрушсăрлăх техникин правилисене çăлсене, силос башнисене, пахча çимĕç хранилищисене аннă чухне асра тытмалла.
Нÿхрепе мĕнлерех тĕрĕс хатĕрлемелле-ши?
Нÿхрепе юлашки пахча çимĕçе кăларнă хыççăнах хатĕрлеме пуçламалла е çĕнĕ тухăç пуçтарас умĕн уйăх маларах.
Чи малтан пахча çимĕç юлашкийĕсене пуçтарса кăлармалла та инфекцине салатас мар тесе шăтăка чавса пытармалла. Çÿлĕксене илсе тухса супăньпе е кальци содипе çумалла, хĕвел çинче типĕтмелле. Нÿхрепе тул енчен уçса пĕр эрне уçăлтармалла.
Кăшлакан чĕрчунсене пĕтерме капкăнсем е наркăмăшлă илĕртмĕшсем хумалла.
Нÿхрепе аннă çынна япăх пулчĕ пулсан, тухтăрсем киличчен мĕнле пулăшмалла?
Сиенлĕ газлă сывлăшпа аптăрасан çыннăн хăсăк килме, пуç çаврăнма, хăлха шавлама, вăйĕ пĕтме пуçлать, каярах тăнне çухатма пултарать. Малтанхи паллăсене сиссенех уçă сывлăша тухма тăрăшмалла.
Хăшĕ-пĕрисем вара пулăшусăр хăй тĕллĕн нÿхрепрен хăпараймаççĕ. Пулăшу паракан çынсен те питĕ асăрхануллă пулмалла. Нÿхрепе анас умĕн вĕренпе çыхăнмалла, çÿлте тепĕр çын юлмалла. Çакна асра тытман пирки ĕнтĕ иртнĕ çулсенче тÿрех темиçе çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Мĕншĕн тесен вĕсем хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнмасăр пĕрин хыççăн тепри нÿхрепе ыттисене çăлма анса кайнă, пурте тÿрех тăн çухатнă.
Аптăранă çынна нÿхрепрен туртса кăларсан, уçă сывлăша вырттармалла. Кĕпен çÿлти тÿмисене вĕçертмелле, пиçиххине пушатмалла, васкавлă пулăшăва чĕнмелле, нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ватăна шăршлаттармалла. Енчен те инкек тÿсекен çын тăн çухатрĕ пулсан, унăн чĕрине массаж тумалла, искусствăлла майпа сывлаттармалла. Унтан тÿрех больницăна ăсатмалла.