Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кану усăллă ирттĕр

Çурхи хĕвел хĕрÿллĕрех пăхма тытăнчĕ. Шкул ачисен тăваттăмĕш  чĕрĕк те пуçланать. Апла пулсан çуллахи каникул та инçе мар. Ашшĕ-амăшĕ ачисем çуллахи канăва мĕнле йĕркелесси çинчен шухăшлама пуçланă ĕнтĕ.

Районта ачасен канăвне йĕркелеме район бюджетĕнчен 660 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Кăçал шкул ачисем шкул çумĕнче /705 вĕренекен/, палаткăллă лагерьсенче /238/ тата хула çумĕнче вырнаçнă лагерьсенче 34 вĕренекен канĕç. Çавăн пекех йывăр лару-тăрури çемьесенчи ачасем халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр урлă та канма майсем пур. Кăçал центр урлă шкул çумĕнчи лагерьсенче 70 ача, хула çумĕнчи лагерьсенче 35 ача сывлăхĕсене çирĕплетĕ.

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче заявленисем йышăнма пуçлаççĕ. Çак вăхăтчен хула çумĕнчи лагерьсенче канас кăмăллă ачасен ашшĕ-амăшĕн е вĕсен саккунлă представителĕсен шкула заявка памалла. Хăйсемпе пĕрле паспорт оригиналĕ тата копийĕ, ачан çуралнă хучĕ е паспорчĕ тата вĕсен копийĕсем пулмалла. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесем маларах асăннă центра та заявка пама пултараççĕ. Путевка хакĕ çемье тупăшĕнчен килет.

Шкул çумĕнчи лагерьсем çĕртме уйăхĕн 1-21-мĕшĕсенче йĕркеленеççĕ. Палатка лагерĕнчи кану, çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем, çу уйăхĕн иккĕмĕш çурринче иртеççĕ.

Çакна та палăртмасăр иртес мар, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 14-18 çулсенчи 380 шкул ачине вăхăтлă ĕçпе тивĕçтерме палăртнă.

Çуллахи каникулта ачасем хаваслă та усăллă канччăр.

Ф.ЦЫГАНОВА,
район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.



"Елчĕк Ен"
02 апреля 2016
11:58
Поделиться