«Астăвăм эстафети»
Раççейри, Абхазири, Беларуçри, Китайри, Новороссири, Кăнтăр Осетири 100 ытла хула «Астăвăм эстафетине» хутшăнать.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче совет халăхĕ Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май пирĕн çĕршывра кăçалхи апрелĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа майăн 9-мĕшĕччен пĕтĕм тĕнчери «Пирĕн Аслă Çĕнтерĕвĕн çăлтăрĕ» обществăпа патриотла проект иртет. Ăна Пĕтĕм Раççейри «Çар туслăхĕ» организаци йĕркелет. Раççейри «Çĕнтерÿ» йĕркеленÿ комитечĕпе Çар мухтавĕн хулисен канашĕ пулăшса пыраççĕ.
Проектăн тĕп шухăшĕ - 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунă нумай нациллĕ совет халăхĕн паттăрлăхне туллин кăтартса парасси. Хальхи вăхăтра Америкăпа, вĕсен союзникĕсемпе информаци вăрçи пынă тапхăрта çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Архангельск, Брест, Севастополь, Дербент хулисенчен, Приморьери Вырăс утравĕнчен тухакан пилĕк маршрут Çĕнтерÿ ялавĕ çинчи çăлтăрăн юпписене аса илтерет. Проектăн символĕ - 200 тăваткал метрлă Çĕнтерÿ ялавĕн копийĕ.
Автомарша хутшăнакансем Шупашкара апрелĕн 30 - майăн 1-мĕшĕсенче çитме палăртаççĕ. Çул çинчи кашни хуларах вĕсем Çĕнтерÿ ялавĕн копине ветерансемпе çамрăксен организацийĕсене тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме парса хăвараççĕ.