Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сĕтел тулли - юр-вар

Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче пурăнакан Светланăпа Валерий Выйгетовсем çак сăмахсене çирĕплетеççĕ. Пурнăçа сыпăнтарма маларах сысна, вăкăр усранă çемье. Аш йÿнелсен ĕне çине куçнă. Халĕ виççĕшне сăваççĕ, унсăр пуçне çамрăк пăрусем пур. «Малашне 6 ĕнене çитересшĕн, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе гранта тивĕçесшĕн», - паллаштарчĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе Светлана Геннадьевна.

Кил хуçи хĕрарăмĕ маларах вырăнти «Прогресс» хуçалăх ферминче дояркăра вăй хунă. Халĕ ун валли хушма хуçалăхра та ĕç нумай. Кунĕпех выльăх-чĕрлĕх пăхать вăл. Хăйне мухтама тытăнсан: «Манăн упăшка питĕ тăрăшуллă, - терĕ Светлана сăпайлăн. - Ĕçрен ывăнса таврăнсан та тÿрех выльăх патне тухать. Утă-улăм хатĕрлес тĕлĕшпе те вăл яваплă».

Тăрăшуллă Выйгетовсене район администрацийĕ пĕр çулхине ĕне сумалли аппарат парса хавхалантарнă. Маттур çемьене тимлĕх уйăрни савăнтарать. Ара, асăннă ялта нумай выльăх усракан текех çук. Патреккел район центрĕпе юнашар вырнаçнă пулсан та пушă çурт чылай. «Пĕр вăхăтра сысна усраттарма чарас тесе килĕрен алă пустарса çÿрерĕç. Çавăн хыççăн ялта выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакрĕ, - терĕ пĕр кинемей урамра тĕл пулнă май. - Халăх хăй те ĕçрен писрĕ, картишĕ те пушанса юлчĕ».

Ытти тăрăхри пекех кунта та вăйпитти çынсем укçа ĕçлесе илме ют çĕре çÿреççĕ. «Пысăк укçа илсе килеççĕ те пĕр вăхăт килте пурăнаççĕ. Апат-çимĕç туянма кашни кун лавккана утаççĕ. Пирĕн вара сĕтел тулли юр-вар, аш-пăш. Халĕ халăх тирпейлĕхе вĕренчĕ. Тислĕк хырса вараланасшăн мар», - палăртрĕ хăй шухăшне Светлана Геннадьевна.

Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе, сĕт сутса укçа тăвать çемье. Унпа кил-çуртне тытса тăрать, ачи-пăчине вĕрентет, выльăх апачĕ туянать.

«Ĕне - çур пуянлăх», - тенĕ ваттисем. Чăн та, вăл пулсан сĕтел яланах тулли, çемье вара - тутă.

Валентина МАКСИМОВА.



"Хресчен сасси"
31 марта 2016
14:27
Поделиться