Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн республика. Тĕп тема

Пирĕн республика. Тĕп тема

Виçĕ массăллă информаци хатĕрĕн - «Чăваш Ен», «Чăваш наци телевиденийĕ» телекомпанисен тата «Советская Чувашия» хаçатăн пĕрлехи проекчĕ таврăнать. Премьера кăларăмĕнче сăмах республикăра пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле пирĕн корреспондент строительство площадкинче тата çĕнĕ хваттерсем илнĕ çынсем патĕнче хăнара пулнă.

 

Пахчасен вырăнĕнче çуртсем çĕкленчĕç

Республикăн тĕп хулинче «Радужный» микрорай­он çĕкленекен вырăнта 5-7 çул каялла кăна хÿшĕ евĕр тайлăк çуртсем, арпашуллă вырнаçнă дачăсем пулни­не ĕненес те килмест. Халĕ кунта - 9-16 хутлă илемлĕ те çÿллĕ çуртсем. Çак территорире «Отделфинстрой» компани ĕçлет. Производство енĕпе ĕçлекен дирек­торăн Алексей Мурыгинăн Чăваш Ен Пуçлăхне Миха­ил Игнатьева тата объекта унпа пĕрле килнĕ Шупаш­кар пуçлăхне Леонид Черкесова кăтартмалли, каласа памалли пур. Кăçал компани тата унпа пĕрле ĕçлекен предприятисем пурăнмалли 11 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яраççĕ.

«Хваттерсене сутас тĕлĕшпе ĕç-пуç мĕнлерех?» - кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. «Кризис витĕмĕ па­лăрать, çапах лару-тăру питĕ çивĕч теейместĕп, - ху­равларĕ Алексей Мурыгин. - Çынна халь хывăхпа ул­талаймăн. Ăна хваттер хăй кăна мар, унăн таврашĕ те интереслентерет. Çавăнпа çурт-йĕр комплексне çакна шута илсе çĕклетпĕр. Хушма автопарковка вырăнĕсем, спорт тата ача-пăча площадкисем турăмăр».

Михаил Игнатьев çак çул-йĕр тĕрĕссине палăртнă май тăваткал метр хакĕ, çавăн пекех патшалăхăн со­циаллă программисемпе уйăрнă хваттерсен шучĕ пир­ки ыйтрĕ. Шупашкарти вăтам хак - 41-42 пин тенкĕ ик­кен. Пĕлтĕр «Отделфинстрой» АУО кивĕ çуртсенчен куçаракан çынсем валли - 5, нумай ачаллă çемье вал­ли 1 хваттер уйăрнă. Хваттерсен 40: çăмăллăхлă ипо­тека кредичĕн программипе сутнă. «Çак программăна 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тăссан лăштах сывла­са ятăмăр. Ку - граждансемшĕн те, строительство ком­плексĕшĕн те пысăк пулăшу», - терĕ директор.

Аса илтерни вырăнлă, кăçалхи пуш уйăхĕнче вĕçлеме пăхнă ипотека программине тăсасси, ун вал­ли укçа уйăрасси çинчен Раççей Правительствин Пред­седателĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть Шупаш­карта ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тата ĕçлеве пулă­шассине халалланă ыйтусемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ. «Единая Россия» партин Думăри фракцийĕ çапла пуçару тунă. Хыснаран çак тĕллевпе хушма укçа уйăрĕç - 16,5 млрд тенкĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Тихонов элек­трикпа, Максим Шоркин мастерпа, Алек­сандр Калистратов прорабпа калаçрĕ. Вĕсем черетлĕ çуртра юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Хăйсен ĕçĕпе, ĕç укçипе кăмăллă. Вăрăм укçа шырамашкăн Мускава е ытти мегапо­лиса тухса каяс шухăш та çук. Михаил Игна­тьев Тихонова, Шоркина тата 35 çул тултар­ман ытти çамрăка çамрăк çемьесене пурăн­малли лаптăкпа тивĕçтермелли программă­на хутшăнса хваттер туянмалли шанăçпа усă курма сĕнчĕ. Патшалăх субсидийĕсем тăкак­сен виççĕмĕш пайне яхăнах саплаштарĕç. Çапла тумашкăн нумай та кирлĕ мар - туй кăна тумалла. Калистратов, çемье çавăр­са икĕ ача çитĕнтерекенскер, Михаил Васи­льевича çамрăксене ку енĕпе «сăнаса тăма» шантарсах каларĕ. Калаçу усăллă та хавас­лă пулчĕ.

«Радужный» пур енĕпе те туллин атала­нать, - пĕлтерчĕ хула пуçлăхĕ Леонид Чер­кесов. - Лавккасем, йăла ыйтăвĕсене тат­са паракан предприятисем, кафесем, ап­тека уçăлнă. Автоцентр та пур». Пурăнмал­ли комплексра кĕçех пин вырăнлăх шкул тата 290, 100 ачана йышăнмалăх икĕ садик тума пуçлĕç. Тата тепĕр ача садне пурăн­малли çурт çумне тĕртсе тăваççĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта 17 территорире ком­плекслă строительство пырать. Çапла вара çитес çулсенче 7 млн тăваткал метр ытла хваттер пулĕ.

Ача-пăча площадкинче Михаил Игнатьев «Радужный» микрорайонта пурăнакан Оль­га Пичугинăпа, Анастасия Крапчинăпа тата унăн ывăлĕпе Çерушпа сăмахларĕ. Чăн та, пĕчĕксер калаçмалăх çитĕнеймен-ха, çапах республика Пуçлăхне çитĕннĕ арçынла алă тытрĕ. Хĕрарăмсем палăртнă тăрăх - ре­спублика бюджетĕнчен çемьесене тÿлекен субсиди кредитăн процент виçине саплаш­тарма самай пулăшать. 4% кăна пек, ан­чах пĕчĕккĕн пухăнать. Сĕнÿ те пачĕç, кун­ти транспорт развязкине хăвăртрах тăвасчĕ. Михаил Игнатьев хула пуçлăхне тата «От­делфинстрой» ертÿçисене процеса хăвăрт­латма сĕнчĕ.

 

Халăхшăн та, строительсемшĕн те - перекет

Малалла хăвăрт аталанакан тепĕр ми­крорайона, Çĕнĕ хулана, çул тытрăмăр. Кун­та ыттипе пĕрлех патшалăхăн 2015 çулта старт илнĕ «Çурт-йĕр - Раççей çемйи вал­ли» социаллă программи те пурнăçланать. Унта хутшăнмалли правăна конкурса хут­шăнса «Иско-Ч» АУО çĕнсе илнĕ. Çакă ком­пание инженери коммуникацийĕсене тунă чухне самай перекетлеме май парать. Фе­дерацин çурт-йĕр ипотеки валли кредит па­ракан агентстви пĕтĕмĕшле лаптăкăн кашни тăваткал метрĕн тăкакĕсене саплаштарать. Чăннипех пысăк пулăшу. Строительство ком­панийĕн вара хваттерсене граждансене ре­гионти вăтам рынок хакĕнчен 80% ытла мар хакпа сутмалла. Пирĕн ку виçе тăваткал мет­ршăн 35 пин тенкĕ пулать. Чулхула урамĕ­нчи 34-мĕш çуртра Мира Курицына тата унăн хĕрĕ Татьяна тĕпленнĕ. Вĕсем программă­на хутшăнасси хăвăрт пулса иртнипе кăмăл­лă. Черете тăнă хыççăн 10 уйăхранах хват­тер илнĕ. Хваттер уйрăммăн хутса ăшăт­маллискер, хăтлă та çутă. Транспорт енĕпе чăрмав çук. Асăннă программăна хутшăнса çемье 300 пин тенкĕ перекетленĕ.

Леонид Черкесов перекет тата пысăкрах пулассине палăртрĕ. «Иско-Ч» тĕп хулан çурçĕр-хĕвеланăç енче тăвакан хваттерсем чылай хаклăрах. Çĕнĕ хула вара Шупашка­рăн чи илемлĕ кĕтесĕсенчен пĕри пулса тă­расса нумай кĕтме тивмĕ. Инфратытăм енĕпе те кунтах пĕтĕмпех пулĕ, хăтлăх тĕлĕшпе те ыттисем ăмсанĕç. «Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли» программăпа Çĕнĕ хулара 8,7 пин тăваткал метр хваттер хута янă ĕнтĕ. Кăçал ку цифра 10 пине çитмелле. «Иско-Ч» предприятисĕр пуçне асăннă программă­на Чăваш Енĕн тата тăватă строительство компанийĕ хутшăнать. Çуртсене Шупашкар­ти «Соляное», «Гремячево», Çĕрпÿри «Юж­ный-2» микрорайонсенче тата Шупашкар районĕнчи Кайри Ункăпуç ялĕнче çĕклеççĕ. Хваттерсене 2016 çул вĕçĕччен çăмăллăхлă хакпа 500 çемье туянма пултарĕ.

 

Юхăннă çуртсем чаксах пыраççĕ

Чăваш Ен 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен юхăннă тесе йышăннă çуртсенчен çынсене куçармалли программăна пурнăçлас енĕпе лидерсен шутĕнче. Паянхи кун тĕлне про­граммăна çурри чухлĕ пурнăçланă, 2017 çул тĕлне ăна вĕçлемелле. Çынсене кивĕ çурт­сенчен куçарас ĕç хăвăртлăхĕ пысăк хула­сенче кăна мар, районсенче те лайăх пы­рать.

Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче Элĕкре Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата рай­он пуçлăхĕн Александр Куликовăн аллинчен çĕнĕ хваттер уççисене 53 çемье илнĕ. Çав шутра - кĕçех 80 çул тултаракан Мария Пор­фирьевна Варламова та. Çакнашкал хăтлă условисенче пурăнасси пирки ĕмĕтленмен те. Вăл, унăн хĕрĕ Римма тата кĕрĕвĕ Ана­толий Раççей Президентне Владимир Пу­тина, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатье­ва тав тăваççĕ. Альбина Петровна Русакова та хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллă. Чăн-чăн ырлăх вĕт. Хăй пурăнакан çурт пирки урамра чи хи­три тет. Ăна хирĕçлеме йывăр. Чăн та, унч­ченхи çурчĕ пирки тунсăхлани те сисĕнет. Ăна вара, çул урлă вырнаçнă кивĕ çурта, пăсса та ĕлкĕреймен-ха. Русаковсем унта 50 çула яхăн пурăннă.

Михаил Игнатьев çынсене кивĕ çурт­сенчен куçарассипе çыхăннă пĕтĕмĕшле цифрăсене пĕлтерчĕ. 847 çурта пăсмалла. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 172 пин тăват­кал метр. 2017 çул вĕçлениччен 13 пин ытла çынна куçарма палăртнă. Çуррине куçарнă та ĕнтĕ. 2016 çулта çак тĕллевпе 1 млрд тенкĕ тăкаклĕç. Ку 3 пин çыннăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май парĕ. Строй­мин тата ЖКХ фончĕ субъектсен рейтинг­не хатĕрленĕ - унта Чăваш Ен граждансе­не юхăннă çуртсенчен куçарас енĕпе мал­тисен шутĕнче.

 

«Ăслă çурта» хăйĕн котельнăйĕ кирлĕ

Çурт-йĕр рынокĕ усă куракан матери­алсем, технологисем тĕлĕшпе те çĕнелсе пырать. Юмаха аса илтерекен «Тридевя­тый» ятлă пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕ­нче Михаил Игнатьева нумай хутлă пирвай­хи «ăслă çуртпа» паллаштарчĕç. «Чăваш Ре­спубликин ипотека корпорацийĕ» АУО дирек­торĕ Альберт Сидоркин хваттерсенчи ăшă­па электроэнергие перекетлекен телеметри приборĕсене кăтартрĕ. Çак ăслă процессене инçетренех, смартфонпа усă курса, йĕркеле­се пыма пулать. Экран çине çавăн пекех ком­муналлă тăкаксем пирки тĕплĕ информаци ту­хать. Çак системăна çуртра вырнаçтармалли пĕтĕмĕшле тăкак 3 млн тенкĕпе танлашать. Вăл ăшă тарифĕн 20% перекетлеме май па­рать. Шăпах ăшă - тĕп тăкак.

Анчах çурта централизациленĕ котельнăй­па çыхăнтарнине пĕлсен Михаил Игнатьев тĕлĕнчĕ. «Ăшша трассăпа илсе килнĕ чухне çухатусăр пулмасть, - терĕ вăл. - Çавна май çурта ăшăпа тивĕçтерессине те «ăслă» техно­логисемпе йĕркелемелле». Хула администра­цийĕн ертÿçисене çурта хăйĕн котельнăйĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлеме хушрĕ.

«Ăслă çуртри» хваттерсенчен пĕринче ко­операци техникумĕнче вĕренекен Анаста­сия Албутова вырнаçнă. Пурăнмалли лаптă­ка вăл тăлăхсене пулăшмалли программăпа илнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ унăн пирвайхи хăни пулчĕ, студенткăна чечек çыххи парнелерĕ. Настя каланă тăрăх - ку хваттере вăл тăватă çул кĕтнĕ, халĕ чăннипех телейлĕ. Кунта виçĕ кун каялла çеç куçнă-ха, анчах «ăслă çурт» ырлăхне туйма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Мобильникре - ятарлă программа, вăл пулăшнипе кирек ăçта кайсан та хваттерти ăшăпа çутта кирлĕ пек йĕркелесе тăма пултарать.

Албутовăсăр пуçне кунта ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр ÿснĕ тата виçĕ çамрăк хваттер илнĕ. Петр Дарьин водитель вара çамрăк çемьесе­не пулăшмалли программăна хутшăнса хват­терлĕ пулнă. Икĕ пÿлĕмлĕ, 80 тăваткал ме­тра яхăн. Виçĕ ачаллă çемье валли лаптăк çителĕклĕ. Хăйсен пĕр пÿлĕмлĕ хваттерне сутнă, 1,5 млн тенкĕ кредит илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ укçапа пулăшнă. Михаил Игнатьев кре­дита тÿлесе пыма вăй çитернипе кăсăкланчĕ те - Петр ÿпкелешмерĕ. Ĕç укçи аван-мĕн. Уйăх çурăран çĕнĕ çурт ĕçки тăвасшăн.

Ку çуртра хваттерсен 30% сутман-ха. Тĕпрен илсен - виçĕ пÿлĕмлисем. Михаил Игнатьев Альберт Сидоркина эконом-класс йышши хваттерсен шутне ÿстерме сĕнчĕ, вĕсене хăвăртрах туянĕç.

 

Ĕç йывăрлăхсене парăнтарать

Хаçат корреспонденчĕ паянхи ансат мар условисенче патшалăх пулăшăвĕн програм­мисем ăнăçлă ĕçлесси пирки ыйтсан Михаил Игнатьев çапла хуравларĕ:

- Потребительсем çурт-йĕр туянасси 2015 çултах чакма пуçларĕ. Çапах эпир çулталăк маларахринчен 18% ытларах çурт-йĕр тума пултартăмăр. Анчах паян нумай туни çеç çителĕксĕр. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - халăх хваттер туянассине тивĕçтерекен механизм­сем хатĕрлесе вĕсене ĕçе кĕртни. Патшалăх финанспа экономика сферинчи кризис пу­лăмĕсене пăхмасăр çынсене çурт-йĕр ыйтăв­не татса пама пулăшĕ. Патшалăхăн социал­лă программисене пурнăçлама 2 млрд тенкĕ ытла уйăраççĕ.

Раççей Стройминĕпе тачă çыхăну тыт­са ĕçленĕ май Чăваш Ен çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа валли хушма укçа илме пултарчĕ - 309 млн тенкĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне программă­на хутшăнакансен йышĕ 7350 çемьепе танла­шать. Ял территорийĕсене аталантармалли тĕллевлĕ программăпа та республика тата 423 млн тенкĕ илĕ.

Кăçал патшалăхăн тĕрлĕ программи пу­лăшнипе 800 яхăн çемье пурăнмалли усло­висене лайăхлатать. Кунсăр пуçне тăлăх 127 ача, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ­семпе инваличĕсем тÿлевсĕр майпа хваттер илĕç. Вулакана нумай цифра асăнса йăлăх­тарас мар. Çакна çеç калам, пирĕн республи­кăра туслă та ĕçчен халăх пурăнать, вăл ки­рек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерет. Ырă вă­хăтсем çитеççех.

Леонид НИКИТИН.
/«Советская Чувашия» хаçат/. 



"Елчĕк Ен"
30 марта 2016
10:35
Поделиться