Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пенсионерсем спортпа туслă

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Кану кунĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта «Ĕç çынни хĕрарăма мухтар» ятпа республикăри фестиваль иртнĕ. Унта Аслă Елчĕкри вăтам шкулта ĕçлекен Любовь Адюкова учительница хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ăна фестиваль финалисчĕн дипломне тата  район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕ.

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Геннадий Туманов, çамрăкранах спортпа туслăскер, канашлăва хутшăннисем умне сĕнÿпе тухрĕ: районти пенсионерсем хушшинче волейбол турнирĕ йĕркелесе ямалла. Унта хĕрарăмсем те, арçынсем те хутшăнмалла. Çĕнĕ турнира Космонавтика кунĕ тĕлне ирттермелле. Хальхи вăхăтра физкультурăпа тата спортпа интересленекенсем районта йышлă. Ан тив, вылякансем йышлă пулччăр, турнир 2-3 куна пытăр.

Елчĕк районĕнчи культура учрежденийĕсен 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ тата 2016 çулхи тĕллевсем çинчен культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова тĕплĕн каласа пачĕ. Канашлура республикăри халăх хорĕсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен Дипломне тивĕçнĕ Патреккел халăх хорĕн ертÿçине Геннадий Борисова пачĕç.

Кĕçех ачасен çуллахи канăвĕ те çитет. Ăна йĕркелесси çинчен вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Фаина Цыганова каласа пачĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетессине кăçал виçĕ çул-йĕрпе йĕркелеççĕ: шкул çумĕнчи, хула тулашĕнчи тата палатка лагерĕсенче. Хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагере кăçал 34 ача каймалла. Путевка хакĕ çемье тупăшĕнчен килет. Палатка лагерĕсенчи кану, çарпа спорт вăййисем май уйăхĕн иккĕмĕш çурринче иртеççĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсене апрелĕн 16-мĕшĕнче çырăнтарма тытăнаççĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.



"Елчĕк Ен"
30 марта 2016
15:10
Поделиться