Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паллă кунсем, юбилейсем

Ака, 1

Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, медальсене, РСФСР Культура министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Мария Ефимовна МИХЕЕВА /Анат Туçа/ çуралнăранпа - 75 çул.

Ака, 3

«Хисеп Палли», Октябрьти Революци орденсене, КПСС Чăваш обкомĕн тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине, ВДНХн пăхăр, кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ Ардальон Васильевич МАЙКОВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 85 çул.

Ака, 6

Йывăр атлетикăпа СССР спорт мастерĕ, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшма вĕрентекен 17 пособипе кĕнеке авторĕ Леонард Демьянович КЛЕМЕНТЬЕВ /Патреккел/ çуралнăранпа - 75 çул.

Чăваш АССР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Вениаминовна ЛЕВАГИНА /Аслă Таяпа/ çуралнăранпа - 70 çул.

КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Валерий Павлович ВОЛКОВ /Хăвăлçырма/ 65 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Ака, 7

«Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ Тамара Леонидовна БАРАНОВА /Çĕнĕ Эйпеç/ çуралнăранпа -75 çул.

Ака, 8

«Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ Василий Александрович ИВАНОВ /Шуршу/ çуралнăранпа - 85 çул.

Ака, 11

РСФСР Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Лидия Васильевна БАКИНА /Кушкă/ çуралнăранпа - 60 çул.

Ака, 14

Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн, КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисене, медальсене тивĕçнĕ Зинон Арсентьевич ГОРШКОВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 70 çул.

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Вера Владимировна ГРИГОРЬЕВА /Кушкă/ çуралнăранпа - 65 çул.

I, II, III степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальсене, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотине, паллине тивĕçнĕ Владимир Григорьевич ГОРЕЛОВ /Кÿлпуç/ çуралнăранпа - 60 çул.



"Елчĕк Ен"
30 марта 2016
15:07
Поделиться