Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Медицина - манăн чун туртăмĕ»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнăран ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнипе республикăра «Медицина - манăн чун туртăмĕ» информаци кампанийĕ вăй илчĕ. Сăмах май каласан, пирĕн республикăра сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 29 пин ытла çын вăй хурать, çав шутра - 5194 тухтăр тата вăтам сыпăкри 12485 специалист. Пирĕн районти сыватупа профилактика учрежденийĕсенче 42 врач, 149 вăтам медперсонал,13 кĕçĕн медперсонал ĕçлеççĕ.

Çĕнĕ проект медицинăра тата сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен уйрăмах паллă çитĕнĕвĕсене тата тава тивĕçлĕ ĕçĕсене палăртма тата вĕсем çинчен халăха пĕлтерме май парать. Тĕллевĕ - шурă халатлă ĕçченсем пирки тимлĕрех пулмаллине аса илтересси, професси ят-сумне çĕклесси.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова:

- Медицина пĕлĕвĕ илнĕ специалист шурă халат тăхăнни, Гиппократ сăмахĕпе тупа туни ахальтен мар: медицинăна парăннă çын кăна çапла тăваять: пациент пурнăçне çăлса хăварассишĕн чун-чĕрине, пĕлĕвне пама хатĕр вăл.

Президентăн перинаталь центрĕнче асăннă проекта презентациленĕ.

Асăннă проектăн тĕп мероприятийĕ «Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!» акци. Унта хутшăнакан кашни пациент хăйне ура çине тăратнă тухтăра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин е районти тĕп больницăн сайчĕсем, районта тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçат урлă тав сăмахĕ калама пултарать. Пациентсен тавне чи нумай тивĕçнĕ врачсемпе медсестрасене, санитаркăсене медицина ĕçченĕсен уявĕнче «Медицина - манăн чун туртăмĕ» ятпа чыслаççĕ. Апла пулсан халăх сывлăхне сыхлакансен ĕçĕсем пирки çырса пĕлтерĕр, хисеплĕ вулаканăмăрсем.

Е.ИВАНОВА.



"Елчĕк Ен"
30 марта 2016
15:11
Поделиться