Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Водитель, билет парăр»

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, вăтам сыпăкри специалистсем хушшинче мини-футболла выляса республикăра çĕнтернĕ ятпа район командине саламларĕ. Çар ĕçĕн учетне лайăх йĕркеленĕшĕн Курнавăш ял тăрăхĕ те куçса çÿрекен приза тивĕçнĕ. Николай Петрович çавăн пекех культурăна аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн заведующине Владимир Доброхотова, Курнавăшри тĕрĕ ăстине Александра Кузнецовăна, Çĕнĕ Пăвари йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталакан Геннадий Васильева, тĕрлĕ выставкăсене алă ĕçĕсем тăратса палăрнăскерсене, район администрацийĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕ.

Массăллă физкультурăпа спорта аталантарас ыйтупа, унăн 2015 çулхи итогĕсемпе А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Роберт Григорьев тухса калаçрĕ. Ку енĕпе район кăтартăвĕсем япăх мар. Акă, 600 ачана çитиччен çÿрекен спорт шкулĕсем хушшинче Елчĕкри ДЮСШ тăваттăмĕш хут пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексăн спорт залне çынсене явăçтарас тĕлĕшпе тăваттăмĕш вырăна тухнă. Анчах бассейна çÿрекенсем сахалтарах. Халĕ умра физкультурăпа спорта, ГТО нормисене пурнăçлама халăха ытларах явăçтарас тĕллев тăрать.

Районти централизациленĕ библиотекăн системин директорĕ Наталия Романова тĕп библиотекăра тата ялсенчи филиалĕсенче халăха право информацине парассине мĕнле йĕркелени çинчен каласа пачĕ.

Федерацин 2015 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче йышăннă «Патшалăх тата муниципалитет нушисене тивĕçтерме таварсем туянас, ĕçсем пурнăçлас, пулăшусем парас ĕçре контракт системи çинчен» 44-мĕш Саккуна усă курассинче йывăрлăхсемпе кăткăслăх çинчен район администрацийĕн муниципалитет валли таварсем туянас, пулăшу ĕçĕсем парас енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Алина Смирнова каласа пачĕ.

Елчĕкри автовокзалтан районти тĕрлĕ ялсене автобуссем куллен пассажирсене турттараççĕ. Халĕ чылай çыннăн килĕнче çăмăл автомашина пулсан та пассажирсене илсе çÿрекен автотранспортсăр май çук-ха. Çакă уйрăмах ирхине тата каçхине палăрать. Район центрне ĕçе, хăйсен нушисемпе çÿрекенсем уйрăмах йышлă. Кашни автобусра ирхине туллиех пассажирсем. Анчах Канашри ПАТП директорĕ Николай Александров тухса калаçни нумайăшне шухăшлаттарма тивĕç. Вăл пĕлтернĕ тăрăх район территорийĕнче çÿрекен чылай автобус тупăшсăр ĕçлет. Хăш-пĕр автобус бензин туянма, водителе ĕç укçи тÿлемелĕх ĕçлесе илеймест. Çакăн сăлтавĕ водитель çул укçи илнĕ хыççăн пассажира билет паманнинче, пассажир вара водительтен билет ыйтманнинче, теççĕ. Кун пек йĕрке ырă патне илсе пымасть: автобус рейсĕ хупăнать, автотранспорт çук çын нуша курать. Çавăнпа Николай Александров çул укçи тÿленĕ хыççăн кашни пассажира водительтен билет ыйтма сĕнет. Пассажирсене илсе çÿренĕ чухне тĕл пулакан çитменлĕхсене Канашри автопредприятие 8-927-864-38-32 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать. Тен, çакă йĕрке тума пулăшĕ?

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.



"Елчĕк Ен"
23 марта 2016
10:19
Поделиться