Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн вăй - пĕрлĕхре

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе икĕ çул çитнине халалласа «Эпир пĕрле!» ятпа уяв концерчĕ иртнĕ. Çак мероприятие пĕтĕмпе 10 пин ытла çын хутшăннă.

Асăннă акцие кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, профсоюзсем, çамрăксемпе ветерансен тата патриот организацийĕсем йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Правительствин членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, депутатсем, политика партийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем, тĕрлĕ предприятире вăй хуракансем, студентсем, пенсионерсем килнĕ. Нумайăшĕн аллинче - ялавсем, «Крым тата Раççей - яланлăхах пĕрле», «Путина Крымпа Севастопольшĕн тавах», «Пĕрле чухне пире никам та çĕнтереймĕ» тесе çырнă плакатсем.

Михаил Игнатьев çак акцие Раççее тата Чăваш Ене юратакан гражданин пек килнине пĕлтернĕ: «Крым хăйĕн тăван килне, пирĕн пысăк çемьене - Раççее - таврăнчĕ».

Сцена çине тухса калаçакансем Крым çакнашкал çул-йĕре суйласа илсе йăнăшманнине, халĕ эпир пĕр пысăк çемьери пек килĕштерсе пурăннине, пĕрле чухне кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме май килнине палăртнă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин электротехника кластерĕн предприятийĕсем Крымри энергокĕпер строительствине хастар хутшăнаççĕ. Асăннă республика Конституцине хатĕрленĕ чухне Чăваш Ен Конституцийĕпе те усă курнине те палăртса хăвармаллах. Крым туристсемшĕн илĕртÿллине шута илсе кăçалхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчен «Шупашкар - Симферополь» çĕнĕ авиарейса хута яма йышăннă. 2014-2015 çулсенче Крымри лагерьсенче пирĕн республикăри ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасемпе тăлăхсем каннă. Кăçал та 115 ачана канма ямашкăн палăртаççĕ.

ЧР тава тивĕçлĕ артистки Августа Уляндинан тата вăл ертсе пыракан «Ярды» ушкăнăн, «Классика» капеллăн, Татьяна Чекушкинан, «Çăлкуç» халăх ансамблĕн юрри-ташши, кĕвви-çемми акцие хутшăннисен кăмăлне çĕкленĕ, пĕрлĕхпе тăванлăх туйăмĕсене вăйлатнă.



"Елчĕк Ен"
23 марта 2016
13:48
Поделиться