Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Никам та парăнтараймĕ

2 çул каялла, мартăн 18-мĕшĕнче, çĕршывăн кун-çулĕ паллă пулăмпа палăрчĕ - Крымпа Севастополь Раççей йышне таврăнчĕç.

Мартăн 18-мĕшĕнче Кремльте çĕршыв Президенчĕ В.Путин РФ Федераци Пухăвне Крым çурутравĕпе Севастополь хулинче пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерме чĕнсе каларĕ. Çак кунах Крым Республикин, Севастополь хулин ертÿлĕхĕпе патшалăхсем хушшинчи килĕшĕве алă пусрĕç. Унпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн йышне икĕ çĕнĕ субъект - Крым Республикипе федераци пĕлтерĕшлĕ Севастополь хули кĕчĕç.

Эпĕ Раççей Президенчĕн тата Крымра пурăнакансен йышăнăвĕсем тĕрĕс тесе шутлатăп, вĕсене ырласа йышăнатăп. Çакна пурнăç та тивĕçлипе кăтартса пачĕ: пĕрле пулсан пире никам та çĕнтереймĕ. Пирĕн вăй - пĕрлĕхре.

Николай ПАНКРАТОВ,
Социализмла Ĕç Паттăрĕ.



"Елчĕк Ен"
23 марта 2016
13:51
Поделиться