Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Флюорографи витĕр тухмалла

Паян тĕнче статистики те чан çапма хистет: этем ĕмĕрне чылай чухне сарăмсăр татаканни нимĕнле инфекци те мар, шăпах туберкулез. Унăн уçă тĕсĕпе чирлекенсем - инвалидсем, вăйпитти çулсенче вырăн çинчен тăраймасăр выртаççĕ. Пирĕн çĕршывра çулсерен 100000 çынран 90-шĕ çак чире ертет, чирленисен 5,5 проценчĕ  куçне вăхăтсăр хупать.

Акă мĕншĕн 1993 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ туберкулез пирки «халăх инкекĕ» тесе пĕлтернĕ.  1882 çулта нимĕç микробиологĕ Роберт Кох чир ертекен микобактерие тупса палăртнă кун вара тĕнчешĕн медицинăри пысăк та сулмаклă утăм пулса тăнă. Унччен пин-пин çул çак чир пирки хăрушă эпидеми мурĕ пек кăна калаçнă. Кох уçнă çĕнĕлĕх хыççăн вунвиçĕ çул иртсен В.Рентген хăй асăрханă Х-пайăркасем пирки пĕлтернĕ - çакă эпидеми çулне пÿлес тĕлĕшпе чăн-чăн çăлăнăç пуласса шантарнă. Ученăй йăнăшман. Чире палăртас тĕлĕшĕнче вăл паян та чи шанчăклă меслетсен йышĕнче.

Туберкулез ерсен çын вăй-хал сисĕнмеллех йăшни пирки ÿпкелешĕ, хушăран çан-çурăма шăнтса вĕрилентерни канăçсăрлантарĕ. Ÿт температури 37,5 таран хăпарать. Ÿслĕк пĕр вăхăтра типĕ те, çăра та. Вăл аптăратнă чухне кăкăр шăмми тĕлĕнчен хĕстерсе ыратать.

Туберкулезпа чирлĕ çын ÿсĕрнĕ чухне кунсерен хăйĕн тавра миллиард-миллиард бактери сапалать. Сывланă май вăл тепĕр çын ÿпкине лекет. Хăватлă спирт хутăшне вăрах вăхăта чиксен те «вилмеççĕ» бактерисем. Вĕсем çутăран кăна хăраççĕ. Хĕвелĕн тÿрĕ пайăркисем инфекцие 4 сехетре тĕпĕ-йĕрĕпе аркатма пултараççĕ.

Ÿпке - çын организмĕнчи чи черчен органсенчен пĕри. Ăна суранлатма е амантма нумай та кирлĕ мар.

Ÿпкене /чир сывă çынна ерес хăйнеевĕрлĕхне кура вара ытларах чухне шăп çак органра амаланать/ вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çулталăкра пĕрре флюорографи витĕр тухмалла.

Пĕлтĕр район территорийĕнче туберкулез сарăласси, 2014 çулхипе танлаштарсан, чакнă. Çапах та Кушкă, Кавал, Çуткÿл, Вырăскасси, Курнавăш, Лаш Таяпа, Яманчÿрел ялĕсенче кăтартусем районăн вăтам шайĕнчен пысăкрах. Çак хăрушă чирпе ытларах 30-40 çулсенчи арçынсем чирлеççĕ. Чирлисен 62 проценчĕ – пирус туртакансем.

Туберкулез ан ертĕр тесен кашнийĕн сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, спортпа туслă пулмалла, тĕрĕс апатланмалла, пирус пачах та туртмалла мар.

Л.КАПЛАМОВА,
районти тĕп больницăри фтизиатр врач.



"Елчĕк Ен"
23 марта 2016
13:52
Поделиться