Тĕп вырăнта - строительство ыйтăвĕсем
16 марта 2016 г.
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускавра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Михаил Меньпе курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулăва çавăн пекех Чăваш Енĕн строительство министрĕ Олег Марков та хутшăннă.
Тĕлпулура пурăнмалли çурт-йĕр строительствипе, нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсама укçа пухассипе, граждансене кивĕ çуртсенчен куçарассипе, йăлари хытă каяшсене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçре эконом-класс йышши çуртсен строительствине аталантарни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăра территорисенчи комплекслă строительствăн 56 проекчĕ пурнăçланать. «Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли» программăпа килĕшÿллĕн 210 пин тăваткал метртан кая мар эконом-класс йышши çурт-йĕр тума палăртнă.
Михаил Васильевич республика социаллă программăсене туллин пурнăçлассине палăртнă. Граждансене юхăннă çуртсенчен куçарасси ăнăçлă пырать. 13,1 пин çынран 6,5 пинĕшне хăтлă çуртсене куçарнă та ĕнтĕ. Программăна 50% пурнăçланă, 2017 çулта ку ĕç туллин вĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инвали-чĕсене илес-тĕк - 5,7 пин ытла çын пурăнмалли условисене лайăхлатнă.
Михаил Мень 2016 çулта вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене пурне те çурт-йĕрпе тивĕçтермеллине палăртнă, çак тĕллевпе региона федераци бюджетĕнчен хушма укçа парĕç. Вăл çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине пăхмасăр регион çурт-йĕр строительстви енĕпе аван ĕçленине çирĕплетнĕ.
Нумай хутлă çуртсене тĕпрен юсама укçа пухасси пирки сăмах пуçарнă май Чăваш Енре хăйсен харпăрлăхĕ тĕлĕшпе çынсем яваплăха туйни пирки калаçу пулнă. Иртнĕ çул варринче, сăмахран, капиталлă юсавшăн халăхăн 60% çеç тÿленĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вара çак кăтарту 90% иртнĕ.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев ЧР Правительстви тата РФ Стройминĕ тачă çыхăну тытса ĕçлени çинчен каланă. «Рынокра çурт-йĕр туянасси чакнине йышăнатпăр, комплекслă строительство объекчĕсем тĕлĕшпе те çивĕч ыйтусем пур. Республика строительство ĕçĕсен 2015 çулхи хăвăртлăхне упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл çивĕч ыйтусене Михаил Мень тĕрĕслесе тăрассине палăртнă май.
Федераци министерстви Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче каяшсене сортлакан станцисен строительствине хушма пулăшу кÿрес ыйтусене сÿтсе явнă. Çакă каяшсене туллин сортласа экологи требованийĕсемпе килĕшÿллĕн тĕп тăвассине тивĕçтерме май парĕ.