Шыв-шур, пушар ан кăтарттăр шар
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче çурхи шыв-шура хирĕç кĕрешес тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.
Ăна комиссисен председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый ертсе пычĕ.
Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту - районта çурхи шыв-шур тапхăрне йывăрлăхсемсĕр, пăтăрмахсемсĕр ирттерсе ярасси. Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 14-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районта ку енĕпе ятарлă комисси туса хунă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Кун пирки район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ А.Борисов чарăнса тăчĕ. Районта 29 гидротехника сооруженине шута илнĕ. Вĕсенчен 18-шĕн хуçисем çук. Çурхи шыв-шур кашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен яваплăх ыйтать. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен сыхланса мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа пачĕ. Кунта 9 гидросооружени. Уйрăмах çуркунне ултă пĕвере шыв юххи пысăк пуласси хăратать. Çавна май шыв-шур вăхăтĕнче пĕвесене пăхса, тĕрĕслесех тăраççĕ. Таяпа Энтринчи пĕвери шыва, акă, иртнĕ çулсенчи пекех, юхтарса кăларма палăртнă. Ейÿ вăхăтĕнче талăкĕпех дежурство йĕркелеççĕ.
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакан хăш-пĕр хуçалăхсем кашни çул тенĕ пекех çурхи шыв кил-çурта кĕрсе сиен кÿнипе нуша кураççĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Портнова Энтепери пĕвене юсасси шухăшлаттарать. Çурхи шыв ятарлă пăрăхсем витĕр юхманран çыран ишĕлет. Яваплă тапхăрта пĕвесене пăхса тăма ятарлă çынсене çирĕплетнĕ.
Çурхи шыв выльăх масарĕсем витĕр юхни уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çавна май хуçалăхсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен масарсем витĕр шыв юхассинчен уйрăмах асăрханмалла. Ялсенчи пусăсене, Елчĕкри канализаци тытăмне тирпейлĕ тытмалла.
Шыв-шур вăхăтĕнче газ пăрăхĕсемпе те тимлĕ пулмалла. Газ шăршине туйсан е çĕр айĕнчен сас илтĕнсен çийĕнчех районти газ службине пĕлтермелле. Елчĕкри газ участокĕн ертÿçи А.Львова газ оборудованийĕн техника шайне вăхăтра тĕрĕслеттермеллине, вентиляци каналĕсемпе тĕтĕм çулĕсем юсавлă пулмаллине аса илтерчĕ.
Çурхи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурнăçламалли мерăсем çинчен пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ А.Сайкин паллаштарчĕ. Кашни ялтах чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан тÿлевсĕр шăнкăравламалли автомат-телефонсем вырнаçтарнă. Çанталăк ăшăтса пынă май пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Çавăнпа та кашни ялтах чан çапмалли вырăнсем, шыв управĕ /водоем/ пулмалла.
Елчĕкри пушар хурал чаçĕн начальникне В.Григорьева Исемпел, Шуршу, Чăваш Тăрăмĕ, Хĕрлĕçыр ялĕсенче шыв çукки пăшăрхантарать. Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сапожникова пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Виçĕ ялта 185 тараса, икĕ шыв башни пур. Шуршура шыв управĕ çуккипе Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕ çывăхĕнче 50 тонна шыв кĕмелли пичке лартма палăртнă.
Юр ирĕлсе пĕтсен çÿп-çапа е улăм куписене çунтарма палăртиччен малтан районти пушар хурал пайне пĕлтермелле. Вут-кăвартан асăрхануллă пулмаллине самантлăха та манса каймалла мар.
Район территорине сыснасен Африка чуми ан кĕтĕр тесе йышăнакан мерăсем çинчен Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ И.Николаева чарăнса тăчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ял халăхĕн сысна çурисем туяннă чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла, пĕлнĕ-пĕлмен çынсенчен пачах туянмалла мар. Сысна фермисене ют çынсене кĕртме юрамасть.
В.КИРИЛЛОВА.