Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăхран - пулăшу

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев регионсенчи яллă территорисене çирĕп аталантарас тĕллевпе федераци хыснинчен 7,2 миллиард тенкĕ укçа уйăрасси çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ. Çав шутран патшалăх Чăваш Республикине 110,25 миллион тенкĕ парса пулăшать.

Федераци бюджетĕнчен уйăракан суммăн ытларах пайĕ - 3,7 миллиард тенкĕ - ялта пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма каять. Ку йыша çамрăк çемьесемпе специалистсем те кĕреççĕ. Чăваш Ене çак тĕллевпе 76,07 миллион тенкĕ килсе çитмелле.

Унсăр пуçне, пирĕн республикăри ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен тытăмне аталантарма 12,04 миллион тенкĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем тума 3,04 миллион тенкĕ, «Ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тăвасси тата тирпей-илем кÿресси çинчен» проекта пурнăçлама 18,42 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Раççей Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев федераци субъекчĕсенче çемье фермисене тата потребительсен ялхуçалăх кооперативĕсене аталантарма субсиди уйăрасси çинчен те хушу кăларнă. Ку енĕпе Чăваш Республикине 41 миллион тенкĕ уйăрса параççĕ.



"Елчĕк Ен"
12 марта 2016
13:43
Поделиться