Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кашни ача тарăн пĕлÿ илтĕр

Юлашки вăхăтра ялти шкулсене хупасси пирки сас-хура çÿрет. Тĕрĕс-ши çакă?

Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çак лару-тăру пирки:

- Кун пек тĕллев пулман, халĕ те çук. Тĕп тĕллев - ачасене, çав шутрах яллă вырăнта пурăнакансене те, вĕренмешкĕн лайăх условисем туса парасси, - тесе палăртнă.

Министр 2015 çул кăтартăвĕсемпе Чăваш Енри 21 шкул Раççейри чи лайăх, çав шутран 12-шĕ ялсенчи чи лайăх шкулсен /ТОП 200/ йышне кĕнине аса илтернĕ.

- Ку - вĕренÿ тытăмĕн маларахри çулсенчи кăтартăвĕ, - тенĕ вăл. - Вăл вăхăтра эпир ялсенчи хальхи йышши вĕренÿ тата лаборатори базиллĕ, ăста педколлективлă пысăк шкулсем йĕркелерĕмĕр, ачасем хăйсем ăçта пурăннине пăхмасăр шкулсенче пахалăхлă пĕлÿ илме, унтан вĕренĕве профвĕренÿ учрежденийĕсенче малалла тăсма пултарччăр терĕмĕр.

Хальхи вăхăтра министерствăра 2015 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, вĕренÿ управленийĕн ертÿçисемпе тĕлпулусем иртеççĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисем мĕнле аталаннине тишкереççĕ, кашни уйрăм муниципалитетра шкул вĕрентĕвĕн малашлăхне сÿтсе яваççĕ.

- Пире хальхи вăхăтра ялсенче 30-50-шар çын çеç вĕренекен тĕп шкулсен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать. Çапах республикăпа илсен шкул ачисен шучĕ малашне çулсеренех 5 пин çын чухлĕ ÿссе пымалла. Кăçал Чăваш Ен шкулĕсенче 127 пин ача вĕренет пулсан, 2020 çул тĕлне 155 пин пуласса кĕтетпĕр. Тĕллев - çитес пилĕк çулта пирĕн иккĕмĕш смена ыйтăвне татса памалла. Уйрăм шкулсене хупасси пирки калас-тăк ку - ирĕксĕр йышăнакан мера, çапах эпир çак мелпе ачасене шкул автобусĕпе юнашар вырнаçнă пысăк шкулсене илсе çÿреме май пур çĕрте çеç усă куратпăр: вĕсенче классем тулли, профиль вĕренĕвне те суйлама пулать. Паллах, эпир çакнашкал вариантсене палăртатпăр-ха, çапах шкулсене хупасси тĕллев тенине пĕлтермест. Тĕп ыйту - пирĕн ачасене вĕренмешкĕн хальхи йышши тивĕçлĕ условисем туса парасси. Вĕренÿ тытăмĕнче ирттерекен пĕтĕм мероприяти ачасене пахалăхлă пĕлÿ илме май паракан условисем туса хурассипе çыхăннă, - палăртнă В.Иванов министр.



"Елчĕк Ен"
12 марта 2016
13:51
Поделиться