Хисеплĕ те сăпайлă педагог
12 марта 2016 г.
Ăçта, мĕнле профессипе кăна тăрăшмасть паян хĕрарăм. Хăйĕн чун канăçĕсĕр пуçне вăл çемье лăпкăлăхне упрать, ача-пăча ÿстерет, кил-çурта хăтлăх кĕртет... Çав вăхăтрах общество пурнăçĕнчен те юлмасть.
Районти педагогсем хушшинче харсăррисем ытларах. Вĕсем ял çинче сумлă та ответлă, пысăк тавракурăмлă. Районти Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ те вĕрентекен. Шăпах унпа - Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Ивановна Васильевăпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Кашни кунах такăрлатать вăл Яманчÿрел-Шăмалак çулне.
- Ираида Ивановна, ĕç стажĕ 30 çула та çывхарчĕ. Мĕншĕн эсир педагог профессине суйласа илнĕ-ха?
- Эпĕ Пушкăрт Республикинче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаран чăвашсен тĕп хулинче пулса курас ĕмĕтпе çунатланаттăм. Тăван чĕлхе урокĕсене пит юрататтăм. Çавăнпах хавхаланса Чăваш Республикин тĕп хулине вĕренме килтĕм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне пĕтертĕм. Каласа хăвармасăр май çук, пире, ют республикăран килнĕскерсене, питĕ ăшшăн йышăнатчĕç. Ача чухнехи ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ, эпĕ халĕ ытарайми Чăваш Енре тĕпленнĕ.
- Пурнăç çулĕ сире Елчĕке епле илсе çитернĕ?
- Вĕреннĕ вăхăтра Яманчÿрел каччипе паллашрăм та унăн тăван ялне килтĕм. Малтанах хам специальноçпах ĕçлеймерĕм-ха. Вырăн пулманран шкулти вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕренекен ачасене пĕлÿ патăм. Шкул çумĕнчи интернатри ачасемпе те ĕçлесе куртăм. Майĕпен, темиçе çултан хам юратса суйласа илнĕ предметпа вĕрентме пуçларăм. Ачасене тăван чĕлхе илемне, йăли-йĕркине, культурине вĕрентесси манăн чунра. Кашни сăмах илемне пĕтĕм чун-чĕрепе туятăп, ачасене те çавнах çитерме тăрăшатăп. Яманчÿрел шкулĕнче 26 çул ĕçлесе директор çумĕн, директорăн тивĕçĕсене те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тÿр килчĕ. Халĕ, акă, тăваттăмĕш çул кÿршĕ ял ачисене вĕрентетĕп.
- Куратăп, сире ачасемпе ĕçтешĕрсем хисеплеççĕ, сирĕнтен канаш ыйтаççĕ...
- Хам та вĕсене чун-чĕререн юрататăп. Коллектив туслă пирĕн, ачасем лайăх. Эпĕ хам ĕмĕрте усал ача курман. Класс ертÿçи пулнă май класра пĕр çемьери пек пуплетпĕр. Пирĕн пĕр-пĕринчен пытармалли те çук.
- Эсир сасă хăпартса калаçма пĕлместĕр пуль...
- Çук. Епле пулсан та усал калаçас марччĕ. Килте те, ĕçре те лăпкăлăх, юрату хуçаланать. Ман шутпа, хĕрарăмăн, ача амăшĕн чи малтанах сăпайлă та ăшпиллĕ пулмалла. Пире курса ачасем пурнăç çулĕ çине тăраççĕ-çке.
- Ĕçĕрте телей тупнине туятăп-ха. Пурнăç кустăрми еплерех шăвать пушкăрт хĕрĕн;
- Хĕрарăмшăн çемьери тăнăçлăх, ăшăлăх чи малта тăрать. Эпĕ телейлĕ хĕрарăм. Упăшкаран та ăннă мана. Ырă кăмăллăскер, ÿсĕррине те курман эп ăна. Сивĕ сăмах каланине те илтмен. Мăшăрпа виçĕ ача ÿстертĕмĕр: икĕ хĕр те пĕр ывăл. Хĕрсем аслă пĕлÿллĕ. Ывăл, çемьеллĕ пулин те, аслă шкулта заочной майпа вĕренет. Виçĕ мăнук парнелерĕç пире вĕсем. Халĕ килте иксĕмĕр кăна.
- Пĕлетĕп, эсир Яманчÿрелĕнчи «Эткер» фольклор ушкăнне те çÿретĕр.
- Кăмăлласа çÿретĕп унта. Чун ыйтнипе алла купăс ярса тытатăп. Юрă - чун уççи. Ытларах чăваш халăх юррисене юрлатпăр. Пирĕн ушкăнра аслă ăру çыннисем пурри кăмăла тата çĕклет. Вĕсем пире ĕлĕкхи йăла-йĕркене манма памаççĕ. Çавăн пекех пушă вăхăт тупăнсанах кĕнеке вулатăп, çыхма та юрататăп. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăрмана çÿреме кăмăллатăп. Тавралăхĕ те ытармалла мар хитре вĕт пирĕн тăрăхра.
- Пĕр вăхăт шкулта ачасене музыка та вĕрентнĕ эсир; Ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ-и?
- Купăс калама вĕренесси интереслĕ пулса тухрĕ. Тете комбайнпа ĕçлесе купăс туянчĕ /питĕ купăс калама вĕренесшĕнччĕ вăл/. Вăл курман чухне инструмента ярса тытаттăм та кÿршĕ патне хуткупăс калама вĕренме вĕçтереттĕм. Вăл ăста вăйăçăччĕ. Тете вĕренмерĕ инструментпа калама. Эпĕ вара кĕвĕ ытамне путрăм. Каярахпа ятарлă курсра вĕрентĕм.
- Ираида Ивановна, сире хăвăр тăрăхра пурăнакансем районти Депутатсен пухăвĕн депутатне суйланă...
- Питĕ савăнатăп эпĕ хама ял çыннисем шаннăшăн. Çав вăхăтрах суйлавçăсем умĕнче хама яваплă туятăп. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та ял çыннипе пĕр чĕлхере пулма тăрăшатăп.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.
Сăнÿкерчĕкре: И.Васильева вĕренекенсемпе.