Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветеран асăмăрта

Мефодий Алексеевич Федоров 1921 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Кавал ялĕнче çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнă, çавна май ăна Надежда Федорова кукамăшĕ пăхса çитĕнтернĕ. Вăл пысăк çемьере çитĕннĕ - кунта мĕн пĕчĕкрен çĕре тата ĕçе юратма вĕрентнĕ.
Çар хĕсметĕнче тăнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пĕрремĕш кунĕсенчех çапăçăва кĕнĕ. Малтан вăл Латвири Лиепая хули çывăхĕнче 114-мĕш артиллери полкĕнче, вăрçă пĕтес умĕн стрелоксен 215-мĕш полкĕнче çапăçнă. Унăн кăкăрне «1941-1945 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсем илемлетнĕ. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1985 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн II степень Аттелĕхĕн Аслă вăрçин орденĕпе наградăланă.
Вăрçăран таврăннă хыççăн авланнă, 4 ача çитĕнтернĕ. Канашри механизаци шкулĕнче вĕреннĕ. 36 çул хушши, 1982 çулчченех «Победа» колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. 1956 тата 1969 çулсенче Мускаври ялхуçалăхăн çитĕнĕвĕсен выставкисене хутшăннă, 1956 çулта ВСХВ медальне тивĕçнĕ. Вăл коммунизмла ĕç ударникĕ, РСФСР ялхуçалăхĕн социализмла ăмăртăвĕн отличникĕ ятсене тивĕçнĕ. Ăна Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе ?1966, 1970 çулсем/ чысланă. М.Федорова Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1975 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе ялхуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн «Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятне панă. 
1975 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче мăшăрĕсĕр юлнă. Ун хыççăн та алă усса ларман - колхозра тăрăшнă. Анчах та Мефодий Алексеевич 1993 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çапах та унăн çутă та ырă сăнарĕ яланах пирĕн асăмăрта.
Е.ФЕДОРОВА.



"Елчĕк Ен"
20 февраля 2016
15:21
Поделиться