Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йывăрлăха парăнман

20 января 2016 г.

 

Çутçанталăк çынна ватăлмалла туман пулсан хăш-пĕр ĕçчен çын пуçне минтер çине хумасăрах ĕмĕрне ирттернĕ пулĕччĕ. Çак сăмахсене ун чухнехи Ленин орденлĕ «Победа» колхозра тĕп зоотехник пулса ĕçленĕ, çапла майпа колхоз çитĕнĕвĕсемшĕн - выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинче тата продукци туса илессине тупăшлă йĕркелесе пырассипе тивĕçлĕ тÿпе хывнă Александра Федоровна Кузьмина пирки каланăнах туйăнать.

1926 çулта Ĕнел ялĕнче çуралнă пирĕн хисеплĕ аслă юлташăмăр 1953 çулта «Победа» колхоза ĕçлеме килнĕ. Пĕрле ĕçлеме те тÿр килчĕ, эпĕ - агроном, вăл - тĕп зоотехник. Александра Федоровна 20 çул ытла тĕп зоотехникра, тепĕр çакăн чухлĕ вăхăт выльăх-чĕрлĕх отрасльне шута илессипе ĕçлекен бухгалтер пулса тăрăшнă.    

Тăрăшмасăр, тар юхтармасăр выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илеймĕн. Александра Федоровна выльăх-чĕрлĕх хĕл сиввине лайăх тÿссе ирттертĕр тесен витесене кĕркуннерен тĕплĕн хатĕрлесе хăвармалли çинчен вĕрентсе каланине çав çулсенче фермăра ĕçленисем халĕ те аса илсе каласа кăтартаççĕ. Выльăх апачĕпе тĕрĕс тата перекетлĕ усă курнине кашни уйăхра тĕрĕслесе тăнă вăл. Урине кăçатă тăхăнса янă та ун чухне колхоза пĕрлештерсе тăнă 10 ялăн хирĕнчи улăм хушăкĕсем патне çуран юр ашса утнă. Пĕр уйăхра мĕн чухлĕ апат пĕтнĕ, вăл тата мĕн вăхăта çитнине шута илнĕ. Çав çулсенчи кăтартусем халĕ те асра. 1976 çулта «Победа» колхозра 4063 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран сăвăнакан 1373 ĕне, 7704 пуç сысна, 1571 пуç сурăх шутланнă. Вĕсенчен кирлĕ шайри продукци туса илес тата ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртнĕ. Ĕнесене аппаратпа сăвассине шăпах çав çулсенче йĕркеленĕ, витесенчи тислĕке кăларассине механизациленĕ, ĕнесене улăма пĕçерсе çитерессине, сысна ферминче комбисилос тăвассине ĕçе кĕртнĕ тата ыт.те

Александра Федоровна дояркăсемпе пĕрле ирхи сăвăма ĕлкĕрес тесе хĕвел тухиччен, кăвак çутăпа фермăна тухса кайнă. Пĕр сăмахпа, çĕрне-кунне пĕлмесĕр унтан таврăнма пĕлмесĕр ĕçленĕ. Эпир кÿршĕллĕ пурăннă, унтанпа 40 çул иртнĕ пулин те çак ÿкерчĕк халĕ те куç умĕнчен каймасть. Александра Кузьминан 50 çулхи юбилейĕнче колхозри специалистсемпе пĕрле пухăнса ăна саламлама калаçса татăлтăмăр. Анчах ăна тĕл пулма ниепле те май тупаймастпăр. Мĕншĕн тесен эпир ĕçе пынă вăхăтра вăл фермăсене тухса кайма  ĕлкĕрет, кăнтăрлахи апатра та килне пырса кĕме вăхăчĕ пулман. Пĕчĕк сумки пурччĕ унăн, çырткаламалăх апатне çавăнта чикнĕ те çÿренĕ вăл мĕн тĕттĕмччен, фермăсенче каçхи ĕçсем вĕçлениччен. Фермăран ытла каçа юлса таврăнакан Александра Федоровнăна хамăр киле кайиччен те кĕтсе илеймерĕмĕр. Виçĕ кун иртсе кайрĕ, çавах ăна тĕл пулаймастпăр. Тăваттăмĕш кунхине колхоз председателĕ Александр Евменьевич Евтихеев, унăн çумĕ Илья Митрофанович Бакин тата эпĕ вăл килне килнине сыхласа тăтăмăр. Кĕтсе илтĕмĕрех. Килне каç пулипе анчах çитнĕскерĕн пÿрчĕ те сивĕ. Чун-чĕрипе ĕçшĕн хыпса çунакан, хăйĕн вăхăтне ытлашшипех фермăра ирттернĕ Александра Кузьминан килти кăмакине хутса ăшăтма та вăхăчĕ пулман. Ăшă сăмах, ырă сунса куç тĕлне туни  кăмăла ăшăтатех ĕнтĕ.  Çирĕп кăмăл-туйăмлă Александра Федоровнан  куçĕсем шывланчĕç, савăнăç куççулĕ пулчĕ ку. Çакăн хыççăн колхоз ертÿçисем çине тăнипе унăн хваттерне электроэнергипе ăшăтмалла туса пачĕç.

Александра Федоровна Кузьмина ят-сума, чăннипех, тивĕçлĕ çын. Ахальтен мар ăна «РСФСРăн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ят парса чыс тунă, икĕ хутчен Ленин орденĕпе, Октябрь Революцийĕн орденĕпе наградăланă. Унăн  ячĕ Чăваш АССРĕнчи тата Елчĕк районĕнчи Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăх кĕнекисенче ĕмĕрлĕхе ылтăн саспаллисемпе çырăннă...

А.КУРИЦЫНА,
ĕç ветеранĕ.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Саламлатпăр

Хаклă çыннăмăра, аслă юлташăмăра, нумай çул Ленин орденлĕ «Победа» колхозра тĕп зоотехникра ĕçленĕ, хальхи вăхăтра Ĕнел ялĕнче пурăнакан Александра Федоровна КУЗЬМИНАНА  пурнăçри паллă кун - 90 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн  саламлатпăр. 

Эсир, Александра Федоровна, хăвăрăн пурнăçăра «Победа» колхоз çитĕнĕвĕсемшĕн тăрăшса ирттернине эпир тивĕçлипе хаклатпăр. Хăвăра шанса панă тивĕçе чун-чĕререн юратса тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кура Турă Сире çакăн пек вăрăм кун-çул парнеленĕ. Малашне те нумай çул сывлăхпа, ырлăх-пурлăхпа пурăнмалла пултăр.

Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Сире сунатпăр çирĕп сывлăх
Тата телей ытам тулли.

                                       «Победа» ООО дирекцийĕ.



"Елчĕк Ен"
20 февраля 2016
13:41
Поделиться