Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тÿлев ÿсрĕ

Февралĕн 1-мĕшĕнчен федерацин çăмăллăхçисене уйăхсерен паракан тÿлев 7 процент ÿсрĕ.

Районта федераци çăмăллăхĕсемпе 2340 çын усă курать. Вĕсенчен ытларахăшĕ - инвалидсем. Февральтен уйăхсерен паракан тÿлев вăтамран 140 тенкĕ ÿсет те 2200 тенкĕпе танлашать. Чăваш Енре пурăнакан çăмăллăхçăсем валли /105,5 пин çын/ 2016 çулта 2,7 млрд тенкĕ яма палăртнă.

Февралĕн 1-мĕшĕнчен çăмăллăхçăсене паракан социаллă пакет хакĕ 995,23 тенкĕпе танлашать, çав шутран эмелсемшĕн - 766,55 тенкĕ, санаторипе курорт сиплевĕшĕн - 118,59 тенкĕ, транспорт тăкакĕ /хулаçум поезчĕсемпе çÿренĕшĕн тата санаторие кайса килме/ - 110,09 тенкĕ.

Федераци çăмăллăхçисем шутне Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем, инваличĕсем, çар хирĕçтăрăвĕсене хутшăннă ветерансем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци синкерлĕхне сирсе яма хутшăннисем кĕреççĕ.



"Елчĕк Ен"
10 февраля 2016
15:17
Поделиться